Уй-хирте юр хулăн выртать пулин те ака ĕçĕсем пĕчĕккĕн çывхарсах пыраççĕ. Çуркуннен пĕрремĕш уйăхне кĕнĕ май çанталăк ăшăтни те палăрмаллах сисĕнет. Çурт тăрринчен çĕре ÿкекен тумла ташши вара çураки тĕлне тата та хастартарах хатĕрленме чĕнсе каланăнах туйăнать.
«Канмаш» агрофирма севок суханăн çуркунне акмалли вăрлăхне хатĕрлеме тытăннă. Хуçалăхра тăрăшакансем пахча-çимĕçе сортировка витĕр кăларса тасатаççĕ, виçипе калăпăшне кура тĕрлĕ сеткăсене тултарса пыраççĕ. Унта аманнă тата хуппи сĕвĕннĕ сухансем, паллах, лекмĕç.
Кунсерен ятарлă станок урло 3-4 тонна сухан вăрлăхĕ тухать. Кăçал агрофирмăра асăннă пахча-çимĕçе 10 гектар çинче лартса хăварма палăртаççĕ. Хальлĕхе складра хĕрÿ ĕç вĕрет, калибровать туса уйăрнă фракцисене суханпа ĕçлекенсем те хаваспах туянаççĕ.

