Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Тӑван чӗлхепе сӑвӑсем вуланӑ

Тӑван чӗлхепе сӑвӑсем вуланӑ


Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Халӑхсен туслӑхӗн чӗлхипе» ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ.
Унта тӗрлӗ наци ачисем, чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисем хутшӑннӑ. Ачасем тӑван ҫӗршыв, туслӑх тата кил-йыш ҫинчен чӑваш, эрмен, тутар, узбек тата вырӑс чӗлхисемпе сӑвӑсем вуланӑ.
Тӗлпулура ачасем «Чӗлхесен йывӑҫне» хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырнӑ ырӑ сунӑмӗсемпе илемлетнӗ. Сӑвӑсене чи лайӑх вуланӑ ачасене кӗнекесем парнеленӗ. Ку мероприяти регион ертӳҫин Олег Николаевӑн «Ярко в Чувашии» проектӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *