РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Пăрачкав тăрăхĕнче пурăнакансемпе тата парти хастарĕ- семпе тĕлпулу ирттернĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Сергей Мельниковпа пĕрле вĕсем пăрачкавсене «Единая Россия» парти программин пурнăçланă отчечĕпе паллаштарнă тата çынсенчен сĕнÿсем йышăнма тытăнни çинчен пĕлтернĕ.
Алла Салаева палăртнă тăрăх, Патшалăх Думин депутачĕсем хальхи вăхăтри çăмăл мар лару-тăрура çĕршывăн çирĕп аталанăвне йĕркелес тата регионсене тивĕçлĕ пулăшу кÿрес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Саккăрмĕш созыв ĕçленĕ тапхăрта вĕсем çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономикин малашлăхĕпе аталанăвне тÿрремĕн пырса тивекен 2600 ытла федераллă саккун йышăннă. Тĕлпулу вăхă- тĕнче федераци шайĕнче тунă йышăнусем вăл е ку муниципалитета еплерех ырă витĕм кÿнине те пысăк тимлĕх уйăрнă.
Чăн та, Пăрачкав тăрăхĕнче юлашки çулсенче парти программипе пĕлтерĕшлĕ чылай проект пурнăçа кĕнĕ. Вĕсем вĕренÿпе культура, сывлăх сыхлавĕ, çул-йĕр тата ытти чылай сферăна пырса тивнĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче çынсем çак ырă улшăнусем çинчен тухса калаçнă, çывăх вăхăтра тума палăртнă ĕçсен планĕпе кăсăкланнă. Çавăн пекех хăйсен сĕнĕвĕсене те палăртса хăварнă. Вĕсене шута илнĕ хыççăн халăх программин малашлăх проекчĕсене тăвас ĕçре хастар усă курĕç.

