Оренбург чӑвашӗсем Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Вӗсем пурне те чӑваш халӑхӗн культурипе, унӑн илемлӗрен те илемлӗ юрри-ташшипе паллаштарнӑ.
Оренбург облаҫӗн Пуҫлахӗ Евгений Солнцев вырăнти чӑвашсен наципе культура автономийĕ тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнӑ. Унсăр пуçне Оренбург облаҫӗн саккун кӑларакан Пухӑвӗн председателӗ Сергей Грачев та чӑваш халӑхне уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ.

