Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Ыттисемпе тан ĕçлеме пултараççĕ

Ыттисемпе тан ĕçлеме пултараççĕ


Чăваш Енре 78 пин ытла сусăр пурăнать. Вĕсем ыттисемпе танах ĕçлеме, аталанма пултараççĕ. Паянхи кун кашни ĕç шыракан «Раççейри ĕç» платформăра «Инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси» ятарлă пайра мĕнле вакансисем пуррипе паллашма пултарать. Унта предприятисемпе организацисем сусăрсем валли квота шучĕпе уйăракан вырăнсем пирки информаци вырнаçтарнă.
Кунта ĕç йĕрки, шалу, ертӳ- лĕхпе çыхăнмалли контактсем пур. Кирек хăш отрасле суйласа илме пулать: промышленноç производстви, медицина, общество апатланăвĕ, суту-илӳ тата ытти те. Сывлăх енчен хавшакрах çынсене ытларах хуралçă, упаковщик, комплектовщик, сутуçă, рабочие пулăшакан, котельнăй операторĕ, слесарь вакансийĕсене сĕнеççĕ.
Кадрсен центрĕсем урлă вырăн тупнисен хушшинче ĕç производителĕ, менеджер, инженер, водитель, бухгалтер тата сборщик пур. Паллах, çынсене профессие, пĕлӳ шайне, опытне, ĕç условийĕсене тата графикне шута илсе ĕç сĕнеççĕ. Ятарлă условисем йĕркелемелле. Чăваш Енре сусăрсем валли ĕç вырăнĕсене квотăламалли саккун пур. 100 çын ытла вăй хуракан организацисемшĕн ку квота 3% танлашать. 36-100 çын тăрăшакан предприятисемшĕн – 2%. Çак квотăна пурнăçламаншăн административлă майпа явап тыттарма, штраф тӳлеттерме пултараççĕ.
Квота пурри аван. Сусăра ĕçлеме кирлĕ условисем туса парасси – тĕп тĕллев. «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн сывлăх енчен хавшак çынсем, çав шутрах ятарлă çар операцийĕнче пулнă салтаксем валли те, ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе пулакан тăкаксен пĕр пайне субсиди парса сап- лаштараççĕ.
«Раççейри ĕç» кадрсен центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сусăр çынсемпе ятарласа çирĕплетнĕ специалист ĕçлет. Вăл ăна ĕç шыраса тупма, организаци-предприяти ертӳçисемпе калаçу йĕркелеме, профориентаци тухма, психологи пулăшăвĕ илме, вакансисен ярмăрккине хутшăнма пулăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *