Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Çеçпĕлсен çитĕнĕвĕсем

Çеçпĕлсен çитĕнĕвĕсем


Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа, кашни округри пекех, пирĕн муниципалитетра та тĕрлĕрен мероприяти иртрĕ. Вĕсен йышĕнче пăшалтан тĕл персе тупăшасси те пулчĕ, ку ăмăртăва кашни шкулах хастар хутшăнчĕ.
Çак асăннă тупăшура Çеçпĕл шкулĕн-че вĕренекен ачасем хăйсен ушкăнĕнче виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.
Çеçпĕл шкулĕнче вĕренекен ачасем çавăн пекех Йĕпреç тата Вăрнар тăрăхĕсенче йĕркеленĕ ăмăртусене те çитсе килчĕç. Унта вĕсем ирĕклĕ мелпе кĕрешсе палăрчĕç. Çамрăк спортсменсем тăван тăрăха тĕрлĕ шайри медальсемпе таврăнчĕç.
Александр ПЕТРОВ,
Чăваш Республикин тава
тивĕçлĕ учителĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *