Уҫырма ялӗнче пурӑнакан Елизавета Иванова ҫак кунсенче 95 ҫул тултарнӑ.
Елизавета Филипповна пысӑк ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулта пулнӑ, колхозра аслисемпе тан ӗҫленӗ.
Вӑл хӑйсен ялӗнчи каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем тӑватӑ хӗр ҫуратса кашнине пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ.
Елизавета Иванована ҫавра ҫулпа саламлама Канаш округӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем, «Уҫырма шевлисем» ушкӑн, «Солнышка» ача сачӗн музыка ертӳҫи тата Уҫырма шкулӗнче вӗренекенсем килнӗ.

