Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 74 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 6,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Полицие пырсан вӑл акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ: нарӑсӑн 24-мӗшӗнче ун патне вӑл 40 ҫул ытла ӗҫленӗ предприятири кадрсен уйрӑмӗнчи специалист шӑнкӑравланӑ. Ӑна сиенлӗ стажшӑн пенсие ҫӗнӗрен шутласа памалла-мӗн. Палламан ҫын смс-ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ – ку Пенси фондне ҫырӑнма кирлӗ имӗш.
Кайран унпа «йӗрке хуралҫисем» тата «Тӗп банк ӗҫченӗсем» ҫыхӑннӑ. Хайхискерсем «Госуслуги» порталти даннӑйсене ют ҫынсем пӗлнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ, вӗсем терроризм организацийӗсене укҫа куҫарма пултараҫҫӗ-мӗн. Вӗсем каланипе 74 ҫулти арҫын ҫӗнӗ телефон, сим-карта, роутер илнӗ. Ҫапла преступниксем ӑна йӑлт сӑнаса тӑнӑ.
Хайхи арҫын арӑмӗпе пӗрле банка кайса счет ҫинчен пысӑк укҫа илнӗ. Унта ӗҫлекенсене ку укҫа Мускавра операци тума кирлӗ тесе суйнӑ. Пушӑн 3-мӗшӗнче каҫхине курьер укҫана илсе кайнӑ та истори ҫакӑнпа вӗҫленнӗ. Арҫыннӑн вара полицие кайма тивнӗ.

