Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Гагарина пӗр уйӑх каялла Донбаса пулӑшма кайнӑ.
Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗн гуманитари миссине хутшӑнать: Калинин ячӗллӗ больницӑра тӑрӑшать, Донецк ҫыннисене социаллӑ пулӑшу парать.
Кунсӑр пуҫне Авдеевкӑри, Волновахӑри тата Ясиноватая хулинчи ишӗлнӗ ҫуртсене хута яма пулӑшать: тӑрӑсене юсать, шалти отделкӑна тӑвать.

