Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ

Гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ


Чӑваш Енрен Луганск республикинчи госпитале черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ.
3 тонна ытла тӗрлӗ медицина хатӗрӗ, апат-ҫимӗҫ, ҫи-пуҫ Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пĕрлешĕвĕн, «Пӗрле» фонд тата «Единая Россия» партин хӗрарӑмсен юхӑмӗн пуҫарӑвӗпе пухӑннӑ.
Республикӑри аш-какай, пылак ҫимӗҫ предприятийӗсем те салтаксене кучченеҫ парса янӑ.
«Чуна пуринчен ытла хускатаканни – ачасен ҫырӑвӗсенчи ӑшӑ саламсем. Вӗсен ырӑ сӑмахӗсем медицина ӗҫченӗсемпе хӳтӗлевҫӗсемшӗн чи лайӑх парне пулӗҫ», – палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *