Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Курав вун саккăрмĕш хут иртнĕ

Курав вун саккăрмĕш хут иртнĕ


Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Регионсен хушшинчи «Çĕр улми – 2026» курав вун саккăрмĕш хут уçăлнă. Вăл икĕ куна пынă.
Унта çĕршыври 18 регионти 78 компани элчи хутшăннă. Форум концепцийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕллевĕсемпе тачă çыхăннă. «МТВ-центр» суту-илӳ çурчĕ çумĕнчи лаптăкри павильонсем çĕр улми вăрлăхĕ туянакансемпе ирех тулнă. Ăна ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 55 тонна турттарса килнĕ.
– «Иккĕмĕш çăкăр» производстви – ял хуçалăх отраслĕн пĕр енĕ çеç мар, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн пин-пин çемьене ырлăх кӳрекен шанчăклă никĕсĕ те. Чăваш Ен хăйне çĕр улмипе туллин тивĕçтерет, региона кирлинчен икĕ хут ытла туса илет. Тухăç енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче малта: ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсем 2025 çулта кашни 100 га пуçне чи нумай пухса кĕртнĕ. Пирĕн тĕллев – çак чикке тытса тăрасси кăна мар, ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртсе тата пуçаруллă аграрисене пулăшса çĕр улми курттăммăн туса илекенсен хăватне хушасси те, – тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аграрисен пуçарăвне регион ертӳçи тата Правительство ырланипе республикăра «иккĕмĕш çăкăр» производствине патшалăхăн 17 тĕрлĕ пулăшу тĕсĕпе тĕревлеççĕ. Субсиди çуллен пысăкланать. Ăна – 88 млн тенке – пĕлтĕр 54 ял хуçалăх организацийĕпе ХФХ илнĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕç çитĕнтерекенсене хавхалантармашкăн республика бюджетĕнчен 2026 çулта 100 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхса хăварнă.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви тата Федерацин А.Г. Лорх ячĕллĕ çĕр улми центрĕ пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳ çирĕп- летнĕ.
– Ку – «иккĕмĕш çăкăр» производствине аталантарас ĕçре тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Рес- публикăн тата çĕр улми центрĕн ăсчахĕсем сортсене тĕпчес енĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçлĕç. Эпир федерацин Атăлçи округĕнче çак культурăна кашни 100 гектар пуçне пухса кĕртес енĕпе пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Унăн производствине ӳстерессишĕн çеç мар, çĕршыври экологи тĕлĕшĕнчен таса технологисемпе усă курса пахалăхне лайăхлатассишĕн те тăрăшатпăр, – палăртнă вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *