Таврара çуркунне хуçаланать. Пуш уйăхĕнче пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет. Çак уйăхра кун çути курнисем чылайăн. Вĕсене эпир яланах асра тытатпăр, уйрăмах аслă ăрури ентешсене пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Вĕсенчен пĕри – Елизавета Харитоновна. Вăл черетлĕ çуралнă кунне кăна мар, сумлă юбилейне те паллă турă, 95 çул тултарчĕ.
Ачисем, тăван-хурăнташĕ Елизавета Харитоновнăна саламлама шăматкун, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, кĕрекене пуçтарăнчĕç. Уяв хуçи хăнасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Чакаç ял территори пайĕн тĕп специалисчĕ Надежда Николаева юбиляра ăшшăн саламларĕ, чечек çыххи, асăнмалăх парне тата Кремльтен ярса панă çырăва вуласа пачĕ, Мăкăр культура ĕçченĕ Вероника Иванова илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Уяв хуçин куçĕнчен савăнăç куççулĕ юхрĕ, хăй юратнă юррисене аса илсе пĕрле юрларĕ. Кĕскен хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Елизавета Харитоновна Канаш тăрăхĕнчи Тăрăн ялĕнче йышлă çемьере ÿснĕ. Амăшĕнчен çам- рăклах тăлăха тăрса юлнă хĕрĕн пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿлĕнме лекнĕ. Шăллĕшĕн амăшĕ вырăнне пулма тивнĕ.
1954-мĕш çулта вăл Мăкăр ял каччипе Герасимов Николай Герасимовичпа паллашса çемье çавăрнă, вĕсем 6 ачана кун çути кăтартнă.
Анчах мăшăрлă пурнăç çав тери кĕске килсе тухнă. Упăшки йывăр чире пула пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă, анчах та çамрăк хĕрарăм пуçне усман, ачисене пĕчченех пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратнă. Вĕсем пурте пултаруллă, çав тери ĕçчен, вашават. Кашниех çирĕп хуçалăх тытать. Ачисем юратнă амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿ-реççĕ.
Лисук аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Канаш» колхозра вăй хунă.
Елизавета Харитоновна Тыл ĕçченĕ тата Ĕç ветеранĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Паянхи куна вăл ывĕлĕн çемйипе пурăнать. Ирина кинĕ уншăн хĕрĕ вырăннех.
Лисук аппа пĕтĕм йывăрлăха çирĕп чăтса ирттернĕ. 95 çулта пулин те тăнĕ çивĕч, иртнисене йăлтах астăвать, пурне те паллать. «Куç витĕрех курмасан та çынна сассинчен уйăратăп», _ тет. Мăнукĕсем те асламăшĕ-кукамăшĕ çумĕнче тăтăшах. Вĕсем те шутсăр маттур, ĕçчен, ларма-тăма пĕлмен çамрăксем.
Чăнласах ĕнтĕ, ырă кăмăлпа кĕтсе илекен пур чухне çав кил-çурта килсех тăрас килет.
Елизавета Харитоновнăна сумлă юбилей ячĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх тата телей сунтăмăр, 100 çула çитиччен сывлăхпа пурăнма пиллерĕмĕр.
Вероника ИВАНОВА

