Татьяна Зайцева-Ильина артист ӗҫне тараса ҫине хурса виҫсен хӑш чашӑкӗ аяларах пусӑрӑнать-ши? Хӑйне вӑл драма артисчӗ е киноактриса пек е юрӑҫ, клипмейкер, шоумен пек туять. 30 ҫул Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗнче тӗрлӗ роль калӑпланӑ сцена ӑстипе пирӗн журналист тӗл пулса калаҫнӑ.
– Тӗрлӗ халӑх хӑйӗн йӑх-несӗлне хура вӑйран упрамашкӑн тӗрлӗ кайӑк- кӗшӗк, чӗрчун ятне панӑ. Вӑл йӑла пулнӑ, халӗ те упранать: ӑса Ф. Павловӑн «Ялта» драминчи Пӑрчӑкан аса килет, халӗ сцена ҫинче – Кашкӑр. Халӑх сӑмахлӑхӗнчен аван пӗлетпӗр: тилӗ – чее, кашкӑр – хаяр, упара – вӑй! Татьяна Алексеевнан мулкачӗ ӑҫтан тупӑннӑ? Уҫар-ха тӑванлӑх арчине.
– Тӳрех калам: пирӗн Зайцевсем – хӑравҫӑ йӑхӗ мар. Атте каласа панă тăрăх, пирĕн асаттен аслашшĕ Егор Федорович таврари паллӑ сунарçă пулнă. Пакшана куҫӗнчен пӗрре персех лектернӗ пулать аслӑ асатте. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Раҫҫейри халӑхсене вырӑслатнӑ ят-хушаматсемпе тивӗҫтерме пуҫлансан Шелттӗмри Хӗветӗр Якурӗ, сунар тап- хӑрӗнче лавӗпех мулкач тытаканскер, Зайцев Егор Федорович пулса тӑнӑ. Ҫавӑнтан пуҫласа кайнӑ та пирӗн хушамат.
– «Шелттӗм-Шелттӗм» тесе юрлать Костя Евруков. Сарафанлӑ радио пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл санӑн тӑван, юррине те сана халалланӑ имӗш. Чупар-ха Кивӗ Шелттӗм урамӗпе ҫара уран. Ачалӑхри туссене, пӗлӳ тӗнчине туртнӑ вӗрентекенсене аса илер, «тавах, анне, ҫуратнӑшӑн» юрӑри пек сӑнарласан, атте-анне умӗнче пуҫ таяр.
– Ҫапла, ҫапла, Константин Евруковпа эпир пӗр ялтан. Тăван тенӗрен, Константин ман кӗрӳ, кӗҫӗн йӑмӑкӑн мӑшӑрӗ. Тата кӗҫӗн ывӑлӑн, Максимилианӑн, хреснашшӗ те. Костя «Шелттӗм» юрра те ман ҫинчен, те ман хӗр-тантӑшсем ҫинчен юрлать, ыйтса пӗлмелле-ха (кулать).
Хама яланах шкулти учительсем умӗнче парӑмлӑ пек туятӑп. Вӗсен тӑрӑшулӑхне кура-ҫке эпир вулама-ҫырма вӗренетпӗр, хурине шурринчен уйӑрма хӑнӑхатпӑр. Пуҫламӑш классенче Алексеева Валентина Ивановна пирӗншӗн иккӗмӗш анне те, аппа та, тантӑш та пулнӑ. Унӑн ырӑ сӑнӗпе ырӑ кӑмӑлӗнчен халӗ те тӗлӗнме пӑрахаймастӑп. Вӑтам классенче Ерицов Маркел Иванович, истори учителӗ пирӗн «Бригантина» капитанӗччӗ. Бригантина, паллах, ытарлӑ сӑмах – пирӗн класа пӗлтерет. Пионер кӑвайчӗсем, хит-ре юрӑсем, карта тӑрӑх чупнисем, азимут палӑртнисем…
– Аҫу пирки мӗн калӑн?
– Ӳсерехпе пурнӑҫ капитанӗ аттем пулса тӑчӗ. Театр тата искусство йӗрӗ ҫине тӑрасси те аттерен, Алексей Иванович Зайцевран килчӗ, тесе шутлатӑп. Вăл журналист, поэт, писатель, драматург пулнă. Нумай ҫул Канаш районĕнчи Шелттем ялĕнче сельсовет председателĕ пулса ӗҫленӗ. Комсомольски районĕн «Каҫал ен» хаçатĕнче журналистран тӗп редактора ҫити ҫӗкленнӗ. Шкулта вĕреннĕ чухне атте ҫырнӑ пӗчӗк пьесăсем тӑрӑх спектакльсем лартаттӑмӑр, ял ҫыннисене кӑтартаттӑмӑр. Куракан алӑ ҫупсан мӗнлерех савӑнаттӑмӑр тата.
– Татьяна ӳссе ҫитӗнчӗ, хӗр пулчӗ. Амӑшӗ ӑна парикмахер тӑвасшӑн, вӑл вара Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институчӗн студентки пулса тӑнӑ. Чӑнлӑхран иртмӗпӗр: Татьяна студенткӑн вӗренӳ ҫулӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн хаяр 90-мӗш ҫулӗсенче иртнӗ. Атте-анне аякра: ҫӗрулми-купӑстапа тивӗҫтерекен, аш-пӑшпа тутлӑ варени ҫитерекен ҫук. Чӑмар-ха ҫав тапхӑра. Студентлӑхри, сцена ҫинчи туссем камсем?
– Студент чухнехи вăхăтсем йывăр пулнă пулсан та интереслĕ самантсем нумай. Выҫӑ пулнипе ал усса ларман. «Старикова дочка» ятлă вĕренӳ спектаклӗ пурччӗ пирӗн. Вӑхӑт тупса, пĕрле вӗренекен студентсемпе, ҫав спектакле ача пахчисем тата шкулсем тӑрӑх кӑтартса ҫӳреттӗмӗр, ҫапла пурăнмаллӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме май тупнах. «Йышӑнакан организацисемпе» манӑн мӑшӑр – Вячеслав Ильин – калаҫса татӑлатчӗ. Тепӗр енчен, студент чухне пурте ӑҫта та пулин ӗҫленӗ вӗт: пӗри урам шӑлнӑ, тепри – урай ҫунӑ, виҫҫӗмӗшӗ пульницăра санитарта… Студенлӑх – хӑватлӑ вӑхӑт: ирпе 9 сехетрен пуҫласа каçхи 9 сехетчен занятисенче, ун хыççăн – ӗҫе! Романтика!
– Институт педагогӗсене аса илер-ха…
– Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институчӗн педагогӗсем чӑннипех те ылтӑнччӗ. Эпир, калас пулать, пукане театрӗн факультетӗнче вӗренеттӗмӗр. Курс ертӳҫи Николай Петрович Наумов профессор – студентсен пысӑк тусӗ. Ӑҫтан вӑй-халӗ ҫитетчӗ унӑн, халӗ те ӑнланаймастӑп. Институтран вӗренсе тухнӑранпа 30 иртсе кайрӗ ӗнтӗ, эпир халӗ Николай Петровичпа туслӑ ҫыхӑнура. Сумлӑ профессор Шупашкара хӑнана та килсе кайрӗ.
«Ташӑ хуҫи» Эльенора Анатольевна Василькова аспирантурӑна хӑварса манран педагог тӑвасшӑнччӗ…
Вӗренӳ тапхӑрӗ ҫӑмӑллӑн иртрӗ, тесе калаймӑп: 22 хӗрпе каччӑран 16-шӗ ҫеҫ Санкт-Петербургри театр ӳнерӗн академийӗнчен вӗренсе тухайрӗҫ (эпир вӗреннӗ вӑхӑтра хула та, аслӑ шкул та ячӗсене улӑштарчӗҫ).
– Тӗрӗссипе, интервьюна ҫак ыйтуран пуҫласшанччӗ: Татьяна пукане театрӗнче ӗҫлеме вӗреннӗ, Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Сергей Образцовпа Вера Голубева мӗнпе «айӑпа» кӗчӗҫ? Е ҫамрӑклӑхпа романтика туйӑмӗ ҫак театра илсе ҫитерчӗҫ?
– Образцовпа Голубева – пукане театрӗн эталонӗсем. Вӗсене тӗкӗнер мар (кулать). Тӗплӗнрех каласа парам, эппин: 1991 ҫулта пирĕн чӑваш курсне Ленинград хулине вĕренме ячӗҫ, вĕренсе тухнă хыççăн пурин те Чӑваш патшалăх пукане театрĕнче ӗҫлемеллечӗ. 1995 ҫулта, вĕренсе пĕтерсе дипломсем илнĕ хыççăн ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр: культура министерствин шухӑшӗ улшӑннӑ, пирĕн курс валли ятарласа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче Экспериментлă драма театрне уçаҫҫӗ иккен. Шӑпах ҫавӑнта пуҫланчӗ те манӑн артист ҫулӗн пуҫламӑшӗ. Ҫулталӑк ӗҫленӗ хыççăн Чӑваш патшалăх ҫамрӑксен театрӗн ертӳлӗхӗ манӑн ӗҫсемпе кӑсӑкланчӗ, труппӑна ӗҫлеме йыхравларӗ. Эпӗ килӗшрӗм. Мӑшӑрӑм Вячеслав пукане театрне ҫул тытрӗ – администор, директор ҫумӗ пулса тӑчӗ.
– Журналист пулнӑ май хам валли кӑсӑк факт тупрӑм: Таня Зацева Таня рольне те, «Заяц» (Мулкач) сӑнне те ӑсталать. Режиссерсенчен ку рольсене памашкӑн ху ыйт-рӑн е ят-хушаматпа пӗр килет, тесе хӑйсем сӗнчӗҫ?
– Ку тарана ҫитсе нихăçанта пӗр режиссёртан та роль ыйтса курман.
– Чӗрӗк ӗмӗр эсӗ микрофонпа. Сцена ҫинче. Юрлатӑн. Юрлакан драма артисчӗсем сахал мар-ха пирӗн: Владимир Высоцкий, Андрей Миронов, Валерий Золотухин… Чӑваш артисчӗсенчен Сергей Кувшинов, Сергей Павлов… тата Татьяна. «Юрӑҫ» статусне илесси ай-ай! йывӑр пулӑм. Кам хӗтӗрт-рӗ юрӑҫ ҫулӗ ҫине тӑмашкӑн?
– Вӗренсе анчах тухнă, хастар, ӗҫлес килет, юн вĕресе тăрать, анчах театрта рольсем ҫав тери сахал – вӑй-хала ӑҫта хумалла!? Суйласа илтĕм вара эстрада.
Вӑл вӑхӑтра шӑпах Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрӑ ӳнерӗн ҫулӗ ҫине тӑма пикенчӗҫ. Эсир асӑннӑ ӗҫтешӗм Сережа Кувшинов «Анне» юрӑпа халӑха макӑрт-рӗ, вӑлах манӑн эсдрадӑри хресна атте те. «Таня, сассу аван, санӑн сцена ҫине тухмаллах», – тет. Кӗрсе кайрӑм та, путрӑм вара юрӑ-кӗвӗ тинӗсӗнче…
Пӗр сцена ҫинче вылякан Сергей Павлов сасӑ тембрӗпе палӑрчӗ. Вӑл вӑхӑтра, тӗрӗссипе, чӑваш юррин океанӗнче нумай ҫӗнӗ ят ҫуралчӗ. Лена Османова, Лариса Васильева, Алексей Московский, Алексей Шадриков, пирӗн театр артисчӗсенчен Стас Владимировпа Фаина Васнар… Чӑваш телевиденийӗ «Телеюрӑ», «Телехупах», «Тăр-тăри» хит-парад кӑларӑмсене йӗркелесе ячӗ.
– Альбом хыҫҫӑн альбом?
– Теҫеткешер мар та. «Эсӗ ӑста халь, эсӗ», «Сансӑр» юрӑ пухнисем маншӑн ҫав тери хаклӑ.
– Ҫӳлерехри шӑрпӑкрах ыйтӑва ятарласа панӑччӗ. Мӑшӑру ӑста йӗркелӳҫӗ, хастар продюсер пулнине пӗлетӗп. Чӑваш киновӗ 100 ҫул тултарнӑ май чи пӗлтерӗшлӗ шухӑш патне ҫитрӗмӗр. Слава сценарийӗпе эсир фильмсем ӳкерме тытӑннӑ. Ҫакӑнта «Кошкинский-Тани Юн» «Слава – Татьяна» мӑшӑрсен параллелне куратӑп. Мӗнле фильмсем «пӗҫертӗр»? Килӗшекеннисем? Чи юратнӑ- юратман рольсем?
– Вячеслав мӑшӑрӑмпа, чӑнахах та, темиçе фильм та ӳкерме пултартӑмӑр. Чи малтанах аттен «Каснӑ чӗлӗ ҫыпҫӑнмасть» пьеси тӑрӑх ӳкернĕ «Чӗрем каҫарӗ-ши» картинӑна асӑнмалла.
Хронологине пӑхӑнас пулсан вара мала Маргарита Гурьева сценарийӗпе ӳкернӗ «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» фильм тухса тӑрать.
– Юрату юрлаттарать те, чӗрене ыраттарать, тенӗччӗ пӗр юрӑра. Вячеслав Ильин чӗрене чылай ыраттарчӗ-и? Уҫар-ха Lav story текен асамлӑ алӑка.
– Кун пирки никама та каласа паманччӗ те, юрӗ, уҫам хамӑн вӑрттӑнлӑха. Хӗрӳллӗ ҫамрӑклӑх мана поляр ункин леш еннех – Ухта хулинче – илсе ҫитернӗччӗ. Унта ҫӑкӑр пӗҫереттӗм. Тӑван ҫӗр туртнӑран Шупашкара каялла таврӑнтӑм. Тӗнчене ҫавӑрса хурас килет! Хаҫатри пӗлтерӳпе чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши йӗркеленӗ «Термин» театра ҫул тытрӑм. Вӑл Пичет ҫурчӗн 7-мӗш хут-ри акт залӗнче вырнаҫнăччӗ, ҫавӑнтах медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ Слава Ильин та пынӑ. Калаҫкалатпӑр. «Эпӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Анатри Шурҫырмаран», – тет. Сӑмах ҫумне сӑмах. Кӑвайт-ран юрату пушарӗ. Ленинградри института та пӗрлех вӗренме кайрӑмӑр. Туй-шуй. Халӗ питӗ туслӑ пурӑнатпӑр.
– Тахҫан ҫерем ҫинче пӗчӗк ачупа ӳкернӗччӗ сире. Ӳссе ҫитнӗскерсем мӗнпе савӑнтараҫҫӗ ашшӗ-амӑшне?
– Вӑхӑт ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе ҫав тери хӑвӑрт шӑвать. Ачасем те ӳссе ҫитӗнчӗҫ. Асли – Станислав, унӑн хăйĕн ҫемйи. Оливия ятлӑ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ кинпе. Екатерина кин те, ывӑл та банк системинче ӗҫлеҫҫӗ. Кӗҫӗнни – Максимилиан, вӑл вара студент, кӑҫал алла диплом илме тивӗҫ.
– Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн пултарулӑх тӗллевӗсем мӗнлерех?
– О!!! Ҫав тери пысӑк. Вӗсем халлӗхе вӑртӑнлӑхра юлччӗр.
Анатолий АБРАМОВ
калаҫнӑ
Ҫемье архивӗнчи
сӑн ӳкерчӗксем

