Ял тăрăхĕсенче халăх пухăвĕсем иртеççĕ. Вĕсенче иртнĕ çулта пурнăçа кĕртнĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ тата çынсен пурнăçне лайăхлатма май паракан малашлăхри тĕллевсене палăртаççĕ. Нумаях пулмасть черетлĕ пухăва Ачча ял территорийĕнче пурăнакансем пуçтарăннă. Вĕсемпе тĕл пулса калаçма округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Захаров ĕçлĕ ушкăнпа килнĕ. Хăнасене территори пайĕн ертÿçи Марина Порфирьева кĕтсе илнĕ.
Ачча тăрăхĕнче иртнĕ çулта калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Çĕнĕ Ачча ялĕнче, сăмахран, 340 метр тăршшĕ çула юсанă. Вырăнти халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ тăватă проекта ĕçе кĕртнĕ, вĕсем çул-йĕр-пе тата шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă пулнă. Пилĕк ялта 174 пин тенкĕлĕх урамри çутă хатĕрĕсене çĕннисемпе улăштарнă. Аччасем пушар хуралне те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăвармалла. Вырăнти çăлавçăсем иртнĕ çулта 17 хутчен çула тухнă, 7-ĕшĕнче вут-кăвара хирĕç кĕрешме, 10-шĕнче шывпа тивĕçтерме. Çак ĕçе малашне те тивĕçлĕ шайра тытса пыма вырăнта пурăнакансем 172 пин тенкĕ укçа пуçтарса панă, çакăншăн ял территори пайĕ пысăк тав сăмахĕ калать.
Кăçал Ачча тăрăхĕнче виçĕ пысăк проекта ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Иккĕшĕ çул-йĕре юсаса йĕркене кĕртессипе çыхăннă, тепри _ «Хура çырма» кÿлле тасатасси.
Тĕлпулу вăхăтĕнче çынсем администраци ĕçченĕсене ыйтусем панă, вĕсем пурте ялсен кулленхи пурнăçĕпе çыхăннăскерсем пулнă. Çав вăхăтрах пухура пуçарупа тухакан ял хастарĕсем те пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне профильлĕ службăсем патне илсе çитерĕç, вĕсем пăхса тухса хак парĕç.
Çакнашкал тĕлпулусем халăхпа тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тухăçлă калаçу йĕркелеме май параççĕ. Çавăнпа та хăвăр тăрăхра пуху иртесси çинчен пĕлтерÿ асăрхасан çитсе килме васкăр.

