Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхне халалланă

Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхне халалланă


Çак кунсенче Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Александр Якимович Матвеев 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Вăл _ ăста механизатор, хăйĕн пурнăçне вăрăм ĕмĕрлĕ ентешĕмĕр ял хуçалăхне халалланă.
Александр Якимович хресчен çем- йинче çуралнă, çавна май ĕç хакне мĕн пĕчĕкрен курса тата хăйĕн çинче туйса ÿснĕ. Вăл тăван хуçалăхра «хурçă утпа» хĕрÿ ĕççие хастар хутшăннă, комбайнпа тырă çапма та тухнă.
Юратнă мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем тăватă ача çитĕнтернĕ. Ачисем çывăх çыннисене виçĕ мăнук парнеленĕ. Мăнукĕ Станислав ятарлă çар операцийĕ пуçланнă тапхăртанпах СВОра çар тивĕçне пурнăçлать.
Юбиляра çак паллă пулăмпа пĕтĕм чунтан-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *