Республикӑри ача-пӑча библиотеки Кемер облаҫне чӑвашла кӗнекесем ӑсатнӑ.
Унти Чуваш-Пай тата Сосновка ялӗсенче пирӗн йӑхташсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ, тӑван культурӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ.
Анчах вырӑнти вулавӑша тахҫантанпах чӑвашла кӑларӑмсем илсе килмен иккен.
Чӑваш Енри ача-пӑча библиотеки Кемер чӑвашӗсенчен ҫыру илсен хаваспах вӗсем ыйтнине пурнӑҫланӑ. Вулакансем урлӑ юмах кӗнекисем, тӑван йӑла-йӗркепе, историпе паллаштаракан кӑларӑмсем, вӗренӳ пособийӗсем парса янӑ.

