2025 çулта кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра ман ятпа «Карăклă и Шаккăл аслăрах;» тата унччен 2023 çулта «Аксарино е Çăлпуç ялĕн историйĕсене çаптарса кăларнăччĕ». Çав хушăра Юмансар ялĕн историйĕ тăрса юлчĕ. 1793 çулхи карттă вăл Абашпа Кĕçĕн Абаш пĕчĕк юхан шывсем хушшинче вырнаçса ларнине кăтартать. Абашĕн шывĕсем малтан Вăтана юхса тухаççĕ, малалла вара Кĕтнене. Унăн историне краеведсем пĕртак çыркаланă. Анчах та ăнланмасăр çырнине тÿрех куратăп. Çавăнпа та тĕрĕс мар çырнисене тÿрлетсе çырмалла пуль тетĕп. Эп шутланă тăрăх ял историне тĕплĕ пĕлес килет пулсассăн унччен кам мĕн çырнине вуласа тухни те усă пама пултарать.
Сăмахран, Чăваш
энциклопедийĕнче çапла çыраççĕ.
«Юманзары ?Шакулово-Юманзары, 1917/, Юмансар – деревня в Канаш. р-не, Караклин. сел. поселения. Расположена на правобережье р. Ута. Историч. названия: Верхняя Шакулова, Юманзары тож; Шакулова, Юманзор тож. Жители – чуваши. В составе Утин. волости Свияж. у., Новомамеев. волости Цивил. у. в 18 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1795 – 43 двора, 116 муж., 144 жен. Автор: В.Ф. Питернова».
Кунта та тĕрĕс мар çырнисем курăнмаççĕ. Анчах та ял пурнăçĕ 1795 çултан пуçланать пек. Çав çулта Юмансарта 43 кил пулнине, 116 арçын тата 144 хĕрарăм пурăннине пĕлтерет. Унчен мĕн пулни паллă мар.
«Карăклă е Шаккăл аслăрах;» çаптарса кăларнă калавра Тихонов П.Т., Герасимов И.Г., Татарских Н.Ю. çырса кăларнă «Деревня Караклы Канашского района Чувашской Республики. События, факты, цифры, люди» аса илнĕччĕ. Вĕсем кĕнекине ытларах Ушанарти Л.И. Иванов краевед çине шанса çырнă. Авторĕсем унта Юмансар тата кÿршĕри ялсем пирки çапла каласа панă: «Шаккăл тата Альгешево 1672 çулччен Шупашкар уесĕнче Альгешинский вулăсра шутланса тăнă. Малалла вуланă май çакă палăрчĕ. Шаккăлсем Шупашкар уесĕнчен хальхи вырăна куçса килнĕ пулас. Кĕнекине вырăсла çырнă. Çавăнпа та малалла вырăсла. «Учитывая проблему малоземелья, можно предположить, что поселенцы стремились быстрее освоить новые земли, выделяя свои выселки. Поэтому дату возникновения деревень Караклы, Юманзары можно принять примерно 1620-1630 годы, т.е. через 30-40 лет после основания с. Шакулово».
Кунта ялсен историйĕ пирки чуххăм çырни курăнать. Çавна анчах каласшăн.
1553 çулта Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн тутар патшалăхне пач пĕтернĕ. Ун вырăнне Хусанпа Сĕве уесĕсене уçнă. Хусан уесне Атăл суллахай енчи çĕрсене, сылтăм енчисене вара Сĕве уесне кĕртнĕ. Сĕве уесĕн территори вара питĕ пысăк пулса тăнă. Сăмахран, Сĕве хулинчен чи аякри яла çитме 200 çухрăм патне каймалла. Каялла çитме тата çавăн чухлĕ. Тепĕр майлă каласан, пулас Чăваш Республикин территорийĕ йăлтах Сĕве уесĕнче шутланса тăнă. Аякра пурăнакансен те пысăк ĕç тума е налук тÿлеме Сĕве хулине каймалла пулнă. Инçе çула тухасси хăйне майлă йывăрлăх. Укçана та самаях тăкаклама тивнĕ.
Халăх шучĕ уссе пынă çемĕн пысăк территорине ертсе пыма тата ытти йывăрлăхсем тупăннă. Çавăн пирки 1555 çулта Шупашкар уесне уçнă. Çĕнĕ уеса уçсан ăна валли халăхпа пĕрле пулнă çĕр лаптăкĕсене те уйăрса памалла пулнă. Ытларах тăванлă ялсене обществăлла çĕрĕсемпе пĕрле пĕр уеса кĕртме тăрăшнă.
16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Сĕве уесĕн- че чăваш ялĕсен вулăсĕсене уçма пуçланă. Утапа Урюм юхан шывсем тăрăхĕнче пурăнакан ялти çынсем Утински ятлă вулăса уçма килĕшеççĕ. 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вара Сĕве уесĕнче 10 чăваш вулăсĕ шутланса тăнă.
1638 çулта ялсене тепĕр хут тĕрĕслесе учета тăратнă. Çав список- ра Ута вулăсĕнче пĕрремĕш Шаккăл е çиччĕмĕш Карăклă. Анчах та вĕсен хушшинче Юмансар ялĕ çук.
17-мĕш ĕмĕр вĕçнелле çак ялсем тепĕр майлă палăраççĕ. Списокне ялсене вырăсла çырнă. Шаккăл вырăнĕн- че Средняя Шакулова е Карăклă вырăнĕнче Верхняя Шакулова, Карклы тож тесе çырнă. Хальхи Юмансар вырăнĕнче вырăсла Верхнее Шакулово ял ларнă. 1710 çулхи перепиç тăрăх Тури Шаккăлта ?Верхнее Шакулово/ 5 кил пулнă. Вĕсем çинче виçĕ ясак тулемеллĕх çĕр шутланса тăнă. Чăвашсен ясак хакĕ çĕр лаптăкĕн виçинчен тухнă. Çĕр лаптăкĕн виçи ытларах çав вырăнта пурăнакан халăх тачăлăхĕн- чен килнĕ тата ял обществин хăйĕн мĕн чул çĕр пулнинчен. Аса илнĕ вырăнта нормăпа пĕр ясак тÿллемеллĕх вăтамран пĕр арçына 8 теççетин ака валли тата 3 теççетин курăк çулмалли çĕр лаптăкне уйăрса пама пултарнă. Пĕр кил хуçи çур ясак анчах тÿллеме килĕшет пулсан ăна вара 4 теççетин ака валли тата 1,5 теççетин курăк çулмалли çĕр лаптăкне уйăрса панă. Ясакне вара пĕр пайне пурлăхпа тата тепĕр пайне укçапа тÿллесе татнă.
Ясак вăл хăйне майлă интереслĕ термин. Сăмахран, Чедынь хулин ?Пермский край/ гербĕ пур. Унăн гербне сăмахсемпе çапла ăнлантарса панă: «Округра пурăнакансем тискер кайăксене тытас ĕçпе аппаланаççĕ, çавăнпа та ясака пăши тирĕпе тÿ-леççĕ».
1717 çулта Тури Шаккăлта 5 арçын тата 7 хĕрарăм пурăннă.
1747 çулта ирттернĕ халăх перепиçĕнче ял ятне Тури Шаккăл ?Верхнее Шакулово/ тесех çырнă. Çав çулта ялта тĕне кĕмен 42 арçын пурăннă.
1763 çулхи перепиçре Тури Шаккăл пирки вырăсла çапла çырнă: «Деревни Верхней Шакуловы особого околотка новокрещен». Çав çултах ялта тĕне кĕнĕ 48 арçын тата 45 хĕрарăм пурăннă.
Паянхи кун çакă паллă. Вырăсла Среднее Шакулово чăвашла Шаккăл сали пулать. Чи малтанхи ватăрах Тури Шаккăлне халĕ Карăклă теççĕ. Карăклăн выççелкине Тури Шаккăлах тенĕ. Ĕлĕкхи хутсем тăрăх çамрăкрах Тури Шаккăлĕ географи енĕпе çыхăннă Юмансар ячĕпе 1780 çулта палăрнă. Юмансар ячĕ Иккĕмĕш Катерина патша реформăсем тунă хыççăн çирĕп- ленсе юлнă. Çапла вара пулса тухать. Юмансар несĕлĕсем Карăклăра пурăннă.
Мĕне пĕлтерет-ши Юмансар ячĕ;
Ун пирки «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекере Дубанов И.С. тата унăн сооавтăрĕ Исаев Ю.Н. лайăх ăнлантарса параççĕ.
«Юманзары, Юмансар _ деревня в Канашском р-не. Название произошло от чув. юман «дуб» сарă «желтый».
Чăнах та, кĕркунне юманăн тăрри çулталăкра пĕрре сарăлать. Сивĕт-сен хĕлле сарă çухалать те юр ларсан шуралать. Ун пек вара яла хĕлле Юманшурă е çуркунне симĕсленсен Юмансимĕс темелле пуль.
Мĕншĕн-ха ун пек çыртăм; Кун пек тĕрĕс мар çырса ăнлантарнисем çав кĕнекере питĕ нумай. «Канаш ен» хаçатра ял историсене вулатăр пулсан пĕлетĕр. Унсăр пуçсăр эпĕ ытти районти ял историйĕсене те çыратăп. Хамăн «Сказание о чувашах» ятлă блогра ытларах пысăк чăваш ялĕсен тата ытти хуласен историĕсене çырса вырнаçтаратăп. Интереслĕ пулса тухать япала. Чăваш сăмахĕсенех мари е тутар халăх словарĕсенче пĕр майлăрах сăмах тупаççĕ те вара ăна тепĕр смыслпа чăвашла куçараççĕ.
2023 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра «Аксарино е Çăлпуç ялĕн историйĕ» ятлă калава çаптарса кăларнăччĕ. Унта Юмансар пирки Алаксар ячĕ «сар» сăмахпа çыхăннăшăн çапла çырнă. Ял никĕс-леннĕ вырăнта ытларах юмансем ÿснĕ. Вырăсла куçарсассăн çапла ăнланмалла: участок леса, где главенствовали дубы.
Аксар пирки çаплă ăнлантарса патăм. Ячĕ икĕ сăмахран: «ак» тата «сар» тухнă. «Ак» вырăсла «вот» е «сар» вырăсла «главный», «глава» тенине пĕлтерет. Çемьере ытларах хĕрсем çуралнă пулас. Хĕрсем кайăк пек. Ÿссе çитĕнсен тÿрех вĕçсе тухса каяççĕ. Çавăнпа та тĕп килте йăха малалла тăсма арçын ача кирлĕ пулнă. Арçын ача çуралсан тĕлĕннĕ. Ун хыççăн ак хуçа çуралчĕ тенĕ. Авалхи сăмахпа арçын ачине тепĕр майлăрах Аксар ят лекнĕ.
Юмансар ялĕн историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах» трилоги авторĕ

