Çамрăксен форумĕ кӑҫал та яшсемпе хӗрсене Шупашкарта пухӗ.
Вӑл пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чӑваш наци музейӗнче иртӗ, 10 сехетре пуҫланӗ.
Форумăн тĕллевӗ – чӑвашла калаҫмалли хутлӑх йӗркелесе тĕрлĕ енпе тăрăшакан çамрăксен ӗҫӗсемпе, пултарулӑхӗпе тата проекчĕсемпе паллашасси. Мероприятие хăна пек кĕме малтан регистрациленмелле.

