Çуркуннен пĕрремĕш уйăхне кĕтĕмĕр. Çанталăк пĕчĕккĕн ăшăтса пыни сисĕнет. Апла пулин те выльăх-чĕрлĕх çаран çине тухиччен чылай вăхăт иртмелле-ха. Фермăсенче паянхи кун еплерех лару-тăру-ши; Апат çителĕклĕ-и унта; Çакна округ администрацийĕнчи яваплă специлаистсем вырăна тухса тăтăшах хак параççĕ.
Нумаях пулмасть округ пуçлăхĕн çумĕ Николай Белов, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Татьяна Алексеева тата асăннă пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев Киров ячĕллĕ хуçалăха çитсе килнĕ. Ĕçлĕ ушкăн витесене кĕрсе выльăх-чĕрлĕх еплерех хĕл каçнипе паллашнă, апат саппасне пысăк тимлĕх уйăрнă.
Палăртса хăвармалла, 2025 çулта Атнашри ĕне ферминче выльăх-чĕрлĕхĕн икĕ пысăк объектне çĕнетнĕ, вĕсенче пĕчĕк тата ÿснĕ пăрусене çитĕнтереççĕ. Телятникре пăрусем ирĕккĕн çÿ-реççĕ, вĕсем валли ятарлă апат «сĕтелĕ» туса хатĕрленĕ.
Паянхи куна илсен, асăннă хуçалăхра 1400 ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Вĕсенчен 588-шĕ _ сăвакан ĕнесем. Пĕр ĕне пуçне талăкра вăтамран 15 килограмм ытла сĕт суса илеççĕ.
Выльăх-чĕрлĕхе минералсемпе пуян хутăш апатпа тăрантараççĕ. Ĕнесене искуственнăй майпа пĕтелентереççĕ. Çакă ăратлăха тытса пыма тата ĕç йĕркине çирĕп контроллеме тивĕçлĕ майсем туса парать.
Хамăр инф.

