Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Ватти те, вĕтти те – туберкулезпа кĕрешер!

Ватти те, вĕтти те – туберкулезпа кĕрешер!


Кашни çулах пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа акан 20-мĕшĕччен пирĕн çĕршывра туберкулеза хирĕç кĕрешмелли «Шурă чечек» уйăхлăх иртет. Ăна çулсерен халăх сывлăхне упраса хăварас тата туберкулез чирĕнчен асăрхаттарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Уйăхлăх пынă тапхăрта шкулсенче, ял халăхĕ хушшинче медицина ĕçченĕсем тĕрлĕрен калаçусем ирттереҫҫӗ. Çавăн пекех флюорографи тухма, ачасене туберкулинодиагностика тума тата бактериологи лабораторийĕнче тĕрĕслеттермешкĕн уçă алăксен кунĕсем пулаççĕ. Тухтăрсем вара район больницинче шăматкун та йышăнаççĕ.
Мĕнпе хăрушă-ха туберкулез? Çак чир мĕн авалтан пыракан, ерекен, çынна вăрттăн кăшласа, вăйран ярса сывлăха пĕтерекен хăрушă тăшман. Унăн бактерийĕсем никама та шеллемеççĕ: ватти-вĕттине те, пуянни-чухăннине те. Анчах ытларах чухне хайӗн сывлăхне упрама пĕлмен, санитари гигиенине пăхăнман, эрехпе, пируспа туслă çынсемшĕн пысăк хăрушлăх пулса тăрать.
Туберкулез бактерийĕсем чирлĕ çыннăн организмĕнче кăна мар ĕрчеме пултараççĕ, тулашри тавралăхра та нумай пурăнма пултараççĕ. Çак «патаксем» нимрен те хăрамаççĕ, типĕтсен те, вĕретсен те пĕтмеççĕ, спирт, кислота, сĕлтĕ те парăнтармасть вĕсене.
Çут çанталăкра бактерисем çулталăк таран та ытларах пурăнма пултараççĕ: диван-кравать, кĕнеке-тетрадь, савăт-сапа, кавир-палфас, сĕтел-пукан, ал шăлли тусанĕсенче темиçешер уйăх пурăнаççĕ. Чирлĕ выльăх-чĕрлĕх сĕтĕнчен тунă турăх, тăпăрч, хăйма, çăмартара пурăнакан туберкулез бактерийĕсем 10 уйăхран та ытларах пурăнма пултараççĕ. Вĕсемшĕн хĕвел çутипе ультрафиолет пайăркисем çеç хăрушлăх пулса тăраççĕ.
Туберкулезпа кашниех чирлеме пултарать. Нумайрах чухне туберкулезлă çын чире сараканĕ пулса тăрать. Бактерисем ытларах сывлăшпа – 95 процент таранах сарăлаççĕ.
Чир аталанăвĕпе тата туберкулеза хирĕç кĕрешесси çаксенчен килет:

  • организма мĕн чухлĕ бактери лекни;
  • бактерин вăй-хăвачĕ;
  • организмăн иммунологи вăйĕ.
    Туберкулезпа чирлес хăрушсăрлăха кăларса тăратакансем:
  • пахалăхсăр апат-çимĕç;
  • пирус туртни;
  • эрех-сăрапа иртĕхни;
  • наркотиксемпе аташни;
  • ВИЧ: СПИДпа чирлени;
  • вăраха кайнă чирсем;
  • ÿпке чирĕсем, сахăр чирĕ;
  • вар-хырăм чирĕсем;
  • тирпейсĕрлĕх;
  • социаллă пулăшу илеймен çынсем тата ыттисем.
    Паян эпир çак йывăр чире малтанхи тапхăртах тупса палăртма, унтан тĕрĕс-тĕкел сыватма пултаратпăр. Анчах ăнăçу, паллах, çынран хăйĕнчен нумай килет.
    Уйăхлăх вăхăтĕнче çулленех тĕрлĕ темăпа мероприятисем йĕркелетпĕр: шкул ачисем, ял çыннисем, ĕç коллективĕсем хушшинче туберкулез чирĕ çинчен ăнлантару сехечĕсем, «çавра сĕтелсем», лекцисем, видеороликсем йĕркелетпĕр.
    Шкулсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче çак темăпа сывлăх кĕтесĕсем уçатпăр, сочиненисен, санбюллетенсен, тематикăлла диктантсен, ÿкерчĕксемпе буклетсен конкурсĕсене йĕркелетпĕр. Çак тапхăртах «Сывлăх шкулĕсен» ĕçĕсене йĕркелесе вăйлатса ярасчĕ.
    Пирĕн умра тăракан чи пĕрремĕш тĕллев – икĕ е ытларах çул флюорографи тухман çынсен сывлăхне тĕрĕслесси. Юлашки çулсенче ку тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Çак чирпе чирлекенсен йышĕ сахалланчĕ пулсан та, йывăр чирленĕ пулăмсем пулкалаççĕ-ха.
    Туберкулезпа чирлекенсен йышĕ кăçал пĕлтĕрхипе танлаш- арсан улшăнмарӗ, пӗр вырӑнтах юлчӗ. Вĕсем хушшинче йывăр е шала кайнă чирсен йышĕ те сахалланчӗ. Ку сарăмсăр инкексем уйрăмах Çĕнĕ Ахпÿрт, Ҫӗнӗ Юнтапа, Аслӑ Мами ялĕсенче пулса иртрĕç.
    Çав вăхăтрах сыватма йывăр, шала кайнă чирсем пулсан та хӑш-пӗр ялсенче çынсем вара медицина пулăшăвне илме васкамаççĕ. Сывлăхĕсем хавшанă пулсан та, вĕсем хăйсене чирлĕ тесе шутламаççĕ. Вĕсем хушшинче ытларах вăтам çулсенчисем, пирус туртма юратакансем, эрех-сăрапа иртĕхекенсем тупăнаççĕ. Иртнĕ çулта вара, анализсем кăтартнă тăрăх, Вич-Спидпа чирлекенсем хушшинче туберкулез ытларах сарăлчĕ.
    Юлашки ҫулсенче пирĕн ра- йонта куçса çÿрекен флюорографи установки ĕçлет, ялран яла çӳрет. Пирĕн тĕп задача – мĕнле те пулсан кашни çынна çак установка витĕр кăларса ÿпке чирĕсене вăхăтра тупса сыватасси.
    Халĕ çапла каласан та юрать пулĕ: флюорографи установки ялсем тăрăх çӳрет пулсан та, нумайăшĕ хăйсен сывлăхне çапах та тĕрĕслеттересшĕн мар, час-часах тарса пытанма тăрăшаççĕ. Тĕлĕнмелле – ку вĕт пирĕн сывлăх!
    Пирĕн районта иртнĕ çулта халăх 94,8% рентген флюорографи витĕр тухрĕ. Анчах хăш-пĕр ялсенче, сăмахран, çав вăхăтрах ыттисемпе танлаштарсан, Ҫеҫпӗл ялӗнче вара 93,2 процент анчах пулчӗ. Шăхаль ялĕнче вара кашни çулах ку цифра 100% танлашать. Çак фельдшертан пурин те тĕслĕх илме юрать. Чăнах та, Римма Филипповна Алексеева чунне парса ĕçлени курăнать.
    Малтанхи çулсенче «кăшăллă вирус» алхаснă пирки халăх туберкулез чирĕ çинчен мансах кайрĕ пулмалла, час-часах медицина пулăшăвне илме васкаман тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Васкавлă пулăшăва та хăйсем çав тери йывăрланса çитсен тин чĕнеççĕ. Пĕр çĕрте пурăнса, тепĕр çĕрте пропискăра тăни те тухтăрсене медицина пулăшăвне пама пысăк чăрмав кÿрет.
    Хисеплĕ Канаш тӑрӑхӗнче пурăнакансем, ял ĕçченĕсем, пурте харăссăн тăрса, çак хăрушă чирпе кĕрешекен мероприятисенче активлă хутшăнса, пĕчĕк формăллă туберкулез чирĕсене вăхăтра тупса сиплесчĕ.
    Туберкулезпа чирлес хăрушлăха хамăртан сиресчĕ, вахăтра хамăр сывлăха флюорографи витĕр тухса тĕрĕслеттересчĕ. Тупăннă хăрушă чире вăраха ярас марччĕ, вăхăтра сипленме тухтăрсем патне йĕркеллĕ çӳресчĕ. Сывлăх хамăршăн пулнине манас марччĕ!
    Лидия АЛЕКСЕЕВА
    район больницин фтизиатрĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *