Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ

Виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ


Италире иртнӗ Паралимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди медальсен зачечӗпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Унта пирӗн 6 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем 12 медаль ҫӗнсе илнӗ: 8 ылтӑн, 1 кӗмӗл тата 3 пӑхӑр медаль. Паралимп вӑййисен историйӗнче ҫакӑн пек сахал атлетпа ҫавӑн чухлӗ медаль ҫӗнсе илни пулман. Анастасия Багиян йӗлтӗрпе чупса 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, Иван Голубков – 2 ылтӑн медаль. Ту йӗлтӗрӗпе ярӑнакан Варвара Ворончихина тӳрех 4 медаль илнӗ: 2 ылтӑн, пӗр кӗмел тата пӗр пӑхӑр. Алексей Бугаев пухмача пӗр ылтӑнпа тата икӗ пӑхӑрпа пуянлатнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *