Шупашкарта «Есть результат!» ятпа форум иртнĕ. Унта «Единая Россия» парти команди Чăваш Ен Правительствипе пĕрле пилĕк çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Çавăн пекех çитес тапхăрти Халăх программи валли çынсен шухăшĕсене те йышăнма пуçланă. Вĕсене кашниех ятарлă тематика лапамĕсенче уçăмлатма пултарать.
Анлă ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Вăл пуçламăш уйрăмсен хастарĕсем партин тĕп шăнăрĕ пулнине палăртса хăварнă. Вĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕ те куçкĕрет.
«Пилĕк çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем çынсен сĕнĕвĕсем чăн-чăн ырă улшăнăва çаврăннине кăтартса пачĕç. Республикăра 3 пин километра яхăн çул-йĕре йĕркене кĕртнĕ, 25 кĕпере юсанă, М-12 федераллă трассăна хута янă. 200 ытла общество лапамĕсене хăтлăлатнă. Чăваш Ен экологи транспорчĕ туянассипе çĕршывра малтисен йышне тухнă. Промышленность секторĕ 27 миллиард ытла тенкĕлĕх тĕреве тивĕçнĕ, çакă производство калăпăшне икĕ хут ытла ÿстерме май панă. Калăпăшлă тата пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пур отрасле те пырса тивнĕ. Ялсенче халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленекен çичĕ пине яхăн проект хута кайнă. Республикăра 14 ача сачĕпе 10 шкул хăпартни ачасене килтен аякка каймасăр пахалăхлă пĕлÿ илме май параççĕ. Çак курăмлă çитĕнÿсем Чăваш Енпе «Единя Россия» партин пĕрлехи тухăçлăхне тÿрре- мĕнех çирĕплетеççĕ», _ палăртнă Олег Алексеевич.
Ларура Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева та тухса калаçнă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çывăх çыннисене тимлĕх уйăрас тĕллевпе федераци шайĕнче 159 саккун йышăннине асăнса хăварнă. Халăхăн çĕнĕ программине патриотизм воспитанийĕпе тата çемьесене пулăшу кÿ-
рессипе çыхăннă хушма сĕнÿсем кĕртсе хăварассине те палăртнă.
Çывăх вăхăтра ĕç ушкăнĕсем кашни муниципалитетах çитсе çаврăнĕç. Çынсен сĕнĕвĕсене «Единая Россия» партин Халăх программине хатĕрленĕ чухне шута илĕç. Пĕлме, ЕстьРезультатРФ портала хальлĕ- хе 10 пин ытла сĕнÿ çитнĕ.

