Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен республикӑра ачасене пӗрремӗш класа ҫыртарма пуҫлӗҫ.
Ҫак йышӑнӑва ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ пултӑр тесе тунӑ: йышӑну кампанийӗ канмалли кун пуҫланни ҫемьесене ӗҫрен ирӗк ыйтмасӑр, документа лӑпкӑн тата васкамасӑр хатӗрлсе пама май парӗ.
Ача шкул ҫумне ҫирӗплетнӗ территорире регистрациленнӗ пулсан е унӑн ҫӑмӑллӑхсем пур пулсан, заявленине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пама май пур. Утӑ уйӑ- хӗн 6-мӗшӗнчен вара, пушӑ вырӑнсем юлнӑ пулсан, ачасене урӑх шкула та ҫыртарма май пулӗ. Заявленине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, шкула кайса е МФЦ урлӑ пама юрать.

