Раҫҫей киноактерӗ Максим Лагашкин Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери шкул ачисемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Ку мероприяти «Чтецкие программы» проектпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Максим Лагашкин – актер кӑна мар, «Знание» обществӑн лекторӗ те. Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем унпа хаваспах тӗл пулнӑ, унӑн лекцине тимлӗн итленӗ.
Максим Лагашкин артист ҫулӗ ҫине мӗнле тӑни пирки, тӗллевсемпе ӗмӗтсем патне мӗнле ӑнтӑлмаллине каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне хӑй мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑлланине та асӑннӑ. Юлашкинчен актер шкул ачисем валли ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ.

