Иркутскра чӑвашсен пурнӑҫне сӑнлакан курав уҫӑлнӑ.
«Юлашки суха касси» ятлӑ вӑл. Ӑна Филологи, ют чӗлхесен тата медиакоммуникаци институтӗнче йӗркеленӗ.
Экспозицие чи малтан куракансем – институтри филологи факультечӗн 2-мӗш курс студенчӗсем.
«Эпир сахаллӑн, анчах малаллах каятпӑр. Пирӗн хамӑр ҫинчен пӗлтерес килет. Пире, чӑвашсене, палласа илччӗр, эпир пуррине пӗлччӗр. Чӑваш культури кашни ҫыншӑн ҫывӑхрах тата ӑнланмалларах пултӑр», – тенӗ Иркутскри чӑвашсен «Юлташ» пӗрлешӗвӗнче тӑракансем.

