Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Любовь Федорова тӑван театрта юратнӑ кураканӗсемпе пӗрле черетлӗ юбилейне паллӑ тунӑ.
Сумлӑ артисткӑна Чӑваш Республикин культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский саламланӑ, культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн кӑкӑр паллипе чысланӑ.
Сцена çине ӑста премьерăра тухнӑ. Николай Сидоровăн пьесипе лартнă «Шăпчăк юрлать Питравччен» камитре Любовь Владимировна Матиç сăнарне вылянӑ.

