Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Малти Тукай, Ушанар тата Çĕнĕ Чăлкас ялĕсен историйĕсем

Малти Тукай, Ушанар тата Çĕнĕ Чăлкас ялĕсен историйĕсем


Ку ялсен амăш ялĕ пĕр ял. Малти Тукайпа Ушанар пĕр вăхăтрах никĕсленнĕ тата пурте кÿршĕллĕ Çĕнĕ Чăлкасси поселенинче шутланса тăраççĕ. Çавăнпа та виççĕшĕн ял историйĕсене пĕрле çырсан ла-йăхрах пулмалла.
2019 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра «Сителсемпе шĕкĕрсен авалхи несĕлĕсем ăçта пурăннă;» ятпа калав çаптарса кăларнăччĕ. Унта çапла çырнă. 1670-1671 çулсенче, халăхсем пăлханма пуçланă. Вĕсене касаксен атаманĕ Степан Разин ертсе пынă. Чĕмпĕр хули патĕнче çапăçу пынă вăхăтра, 1671 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче, Степан Разина йывăр амантнă. Çав вăхăтрах паян вырăс патшин çарĕсем çитмелле тесе суйнă, ăна вăл тĕрĕслемесĕ-
рех ĕненнĕ. Тĕрĕссипе каласан, çав сăмахсене илтнĕ хыççăн Степан Разин хăйĕн çывăх юлташĕсемпе хăраса ÿкнĕ те вăрçă вырăнне пăрахса кăнтăр енчи Дон юхан шывĕ патнелле тухса тарнă. Степан Разин тарнине пĕлнĕ хыççăн унăн çарĕ саланса кайнă. Ун хыççăн Чĕмпĕр патĕнче çапăçнă халăх Сăрт-ту енче пурăнакан халăх патне куçнă та унти халăха пăлхантарма пуçланă ?халĕ ку çĕрсем Чăваш Республикинче/.
1671 çулхи январь уйăхĕн варринче çак пăлханнă халăха вырăс патшин чурисем йышлă çарсемпе килсе хаяррăн пусарнă. Пăлханнă халăха пусарнă хыççăн вырăс патшин чурисем вĕсене тÿрех тепĕр хут, вырăс патшине парăнатпăр тесе, присяга тыттарнă. Унтан список туса вырăс патшине пĕлтермелле пулнă. Çав список тăрăх Çĕрпÿ уесне кĕрекен Тукай вулăсĕнче Яманчурин Уразметев, Янчурин Янибеков тата Тоиш Степанов çĕрпÿсем шутланса тăнă. Янчурин Янибеков çĕрпĕвĕн аллинче Искей ?халĕ Искеево-Яндоуши ятлă/, Сител ?халĕ Сител ятлă/, Сител ?халĕ Ушанар/, Сител ятлă ялах ?халĕ вырăсла Сидели ятлă/, Сител ятлă ялах ?халĕ Малти Тукай/, Хирпуç, Хирпуç ятлă ялах, Тукай ?халĕ Кайри Тукай/ тата Пăртас ятлă ялсем кĕнĕ.
18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче, Пĕрремĕш Петĕр вырăссен патши пулнă вăхăтра, Тукай вулăсĕ малалла ÿссе аталанса пынă. Вулăсăн çĕр лаптăкĕсем те, ялĕсем те, халăхĕ те нумай пулнă пирки вулăс пуçлăхне çак халăха ертсе пыма йывăр пулнă. Вара Тукай вулăсне икĕ пая пайлама килĕшнĕ. Тоиш Степанов çĕрпÿвĕн хутлăхне кĕнĕ ялсенчен Пĕрремĕш Тукай вулăсне йĕркеленĕ. Яманчурин Уразметевпа Янчурин Янибеков çĕрпÿ ялĕсенче пурăнакансем вара Иккĕмĕш Тукай вулăсне уçнă. 1717 çулта Иккĕмĕш Тукай вулăсĕнче 21 ял, Пĕрремĕш Тукай вулăсĕнче 11 ял шутланса тăнă. ?А.И. Стеклов. Сказание о чувашах. Т. II. Чебоксары. 2018/. Çак калава архиври документсем тăрăх çырнă.
2021 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатрах «Тукай паттăрăн ялĕ» ятлă калав çаптарса кăлăрнă. Авторĕ Евгений Семенов Малти Тукайăн ял историйĕ пирки çапла çырать: «Çапла вара 1700-1705 çулсенче Ирдяк Пайбулатова пула Пăштанар юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче Малти Тукай никĕсленсе аталанма пуçланă. 18-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Пăштанар юхан шывĕн сулахай çыранне Сител ялĕнчен тухнă çынсем килсе вырнаçнă. Çак енĕн хăйĕн ячĕ пулнă – Сител выççелки. Ку ялти темиçе çемье каярах Кĕçĕн Çавал юхан шывĕн суллахай çыранĕнче Çĕнĕ Чалкасси ялне пуçласа янă».
Эп çырнă калава авторĕ вуламан е вуланă пулсан та ăнланса пĕтереймен пулмалла. Е Семенов хăйĕн калавне юмах евĕр çырни курăнать. Тăванĕсем çинчен ăçтан куçса килнине нимех те çырман. Çавăнпа та унăн калавĕ юмах пекех тăрса юлтăр тесе каласшăн.
Çĕнĕ Чăлкас поселенин сайчĕ 2012 çулта Малти Тукай 460 çул тултарнине пĕлтерет. Эп тĕпченĕ тăрăх çак ял пĕрремĕш хут 1671 çулта палăрнă. Ун пирки маларах çырнă. Малтанах ял статусĕ пулман пирки Сителĕн выççелкки ятпа çырăннă. Анчах та çав çулта килсем хальхи вырăнта пулнă. Унсăр выççелккă статусне кĕртместчĕç. Пĕрремĕш Петĕр вырăс патши пулнă вăхăтра перепиçсем ирттерме пуçланă. 1719 çулхи перепиç тăрăх Тукайра 5 кил шутланса тăнă.
Сител ялĕ ĕлĕкех Иккĕмĕш Тукай вулăсĕнче шутланса тăнă пирки Сителĕн çĕнĕ выççелкки Тукай ятпа çырăнать. Тата çавна ăнлантарса парасшăн. Çĕнĕ Чăлкас поселенин сайчĕ Малти Тукайсем Çĕрпÿ райо- нĕнчи Пысăк Тукайран темле майлă куçса килсе яла çавăрса янă тесе ăнлантарать. Анчах та Пысăк Тукай Çĕрпÿ уесĕнчи Пĕрремĕш Тукай вулăсĕнче пулнă. Ĕлĕкхи саккун тăрăх Малти Тукай Пысăк Тукайăн выççелкки пулнă пулсассăн Малти Тукайĕн Пĕрремĕш Тукай вулăсĕнче амăш ялĕнче шутланса тăмалла пулнă. Анчах та Малти Тукай Иккĕмĕш Тукай вулăсĕнче пулнă. Унăн амăш ялĕ Сител пулать. Тата 1771 çулхи хутсем çинче вырăсла Сиделевы, Сиделевская, что на Поштанарке ятпа паллашма май килчĕ. Вăл вăхăтра ялăн выççелккă статусĕ анчах пулнă пулмалла. Çавăнпа та тепĕр чухне тепĕр майлă çырнă.
1747 çулта Тукайра тĕне кĕмен 31 арçын пурăннă. Çак перипиç хыççăн пурне те тĕне кĕртсе янă.
1793 çулта ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти çинче çĕнĕлле Малти Тукай е вырăсла Малое Тугаево палăрнă. Унчченех кÿршĕре Кайри Тукай пулнăшăн кăна чăвашсем Малти Тукай теме пуçланă. Çав карттă çинчех Малти Тукая хирĕç, Пăштанар юхан шывĕ урлă каçсан, çĕнĕ выççелккă палăрнă.
Елĕкех Малти Тукай, Ушанар вырнаçнă вырăнта çĕрĕ те сахал пулсан та Шăхасан, Шĕкĕр тата Сител ялĕсен çĕрĕсем çак вырăнта урлă-пирлĕ выртнă. Вăл вырăнти çĕршĕн вĕсем хушшинче яланах тавлашу тухнă. Вĕсен çумĕнче Ямаш-Чарпуç çĕрĕсем пулнă. Чикки вара Ушанар юхан шыв тăрăх сылтăм енчен Ушанар ялĕ çумĕнченех иртсе каять.Çавăнтах усă курман çĕр лаптăкĕ те тупăннă. Вăл вырăнта халĕ Чăнкăвар ялĕ ларать.
Сител выççăлккисем Ушанарпа Малти Тукай Сител 1670-1671 çулсенче, халăхсем пăлханнă вăхăтра никĕсленме пуçланă. Унтанпа ялсем аталаннă та пысăкланнă. Анчах та Сител ял обществин Малти Тукая хирĕç, Пăштанар тепĕр енче, халăха виçсе паман çĕр латăкĕ пулнă е унта выльăха çуремелли хăварнă вырăн пулнă. Сăлтавĕ паллă мар анчах та, влаçсем ирĕк парсах, Сителтен темиçе çемье уйăрăлса тухаççĕ те килĕсене Малти Тукая хирĕç кайса лартаççĕ. Малтан вĕсене Сител выççелкки ятпах çырнă. 1797 çулхи Çĕрпÿ уесĕн финанс докуменчĕсем çине вырăсла Новопоселенная Сиделева, Челкасы тож ятпа çырнă. Вĕсем хушшинче Шоргас çук. Сиделево-Челкасы ял вырăнĕнче кил çавăрмалли меллĕ çĕр сахал пулнă. Кама май килмен е анкарти вырăнĕ кама килĕшмен вĕсем килĕсене Кĕçĕн Çавал çумне кайса лартаççĕ. Ун хыççăн анчах куçакансене Çĕнĕ выççелккă ?Новый выселок/ е маларах Пăштанар юхан шыв çумне куçса килнисене Кивĕ выççелккă ?Старый выселок/ тесе çырнă.
Чăваш энциклопеди çинче Ф.Н. Козлов Çĕнĕ Чăлкас пирки çапла çырать ?тексне кĕскетсе çырнă/:
«Новые Челкасы ?Сиделево-Челкасы, околоток Новый, 1917/, Çĕнĕ Чăлкасси – деревня в Канаш. р-не, Новочелкасин. сел. поселения. В 19 в. околоток Новый д. Сиделева-Челкасы ?ныне не существует/. В составе Шихазанов. волости Цивил. у. в 19 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1858 ?вместе с д. Старые Челкасы/ – 33 двора, 104 муж., 117 жен.».
Вырăсла «Сиделева-Челкасы ?ныне не существует/» тесе ăнлантарать. Чăваш энциклопедийĕнче çакăн пек кирлĕ мар сăмахсем питĕ нумай. Анчах та ялĕ паянхи кун та пур. Халĕ Сиделево-Челкасы Малти Тукайра Николаева урамĕ пулать.
Вулăссем пирки çапла ăнланмалла. 1780 çулсенче çĕнĕ реформăпа уессен çĕр лаптăкĕсене улăштарнă хыççăн Малти Тукайпа Сител, Шĕкĕр ялĕсем Çĕрпÿ уесне ĕлĕкхи пек Иккĕмĕш Тукай вулăсĕпех кĕрсе кайнă.
Малалла „Канаш ен“ хаçатăн юлташĕсене тата хаçата вулакансене, пурне те пĕр вырăсла çырнă калавпа паллаштарасшăн. Куна оригиналĕн- чен çырса илнĕ.
«Сего февраля 5 дня в 1780 году по данным из здешней канцелярии Цывильского уезду Второй Тугаевской волости написанных 19 деревень старосты доношением объявили:
Тому де назад пятый год по выбору их Цывильская воеводская канцелярия в той их волости Второй Тугаевской в сборе государственных податей и в разбирательстве между ними разных дел в волостные сотники был избран деревни Первой Тойси Иван Алексеев Илихер, но как он ныне обращается завсегда в пьянстве и к должности своей в разбирательстве никакой не чинит, то они за таковым его пьянством и не учинение между ими разбирательств того Илихера в сотниках иметь не желают. На место оного к той сотнической должности всею волостью выбрали дрвни Сиделевы в сотники новокрещена Степана Александрова Илдуха да к нему же товарища той же деревни Сиделевы Егора Семенова Егорина, и они состояния доброго и не подозрительные. Сотническую должность исправлять могут… и просили прежде бывшего их волости волостного сотника Илихера от оной сотнической должности отрешить…
Воеводский товарищ Николай Волков». ?ГИА ЧР. Ф. 1. Оп. 1. Д. 7/
Сител ялĕнчен суйланă Иккĕмĕш Тукай вулăсăн сотникĕ Степан Александров Илдухăпа унăн çумĕ Егор Семенов Егоринăн авторитетсем пур енчен вăйлă пулнă. Çавăнпа вĕсене суйланă. Миçе çул сителсем вулăс хуçисем пулни паллă мар, анчах та тăван яла чапа кăларни курăнать. 1861 çулта Çĕрпÿ уесĕнче Сител ятлă вулăс уçнă. Вулăсăн тĕп ялĕ Шăхасан унта чиркÿ пулнăшăн пулнă. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи йĕркепе вырăс патшисем пурăннă вăхăтра пысăк праçниксене пачăшкăсене ирттерме хушнă. Унта пасар та пулнă. Пасар территорийĕнче эрех ĕçмелли тата япала сутмалли лавккасем пулнă. Вăл вăхăтра халăх Шăхасанта пуçтарăннă.
1850 çулсенче Шибылги вулăсĕ пулнă. Вăл вăхăтра аса илнĕ ялсем çав вулăсра пулнă. Унтан маларах тата ытти ятлă вулăссем пулнă.
Малалла энциклопединче 1858 çулта Çĕнĕ Чăлкасра ?Кивĕ Чăлкаспа пĕрле/ 33 кил пулнă, 104 арçын тата 117 хĕрарăм пурăннă тесе çырнă. Анчах та тĕрĕсси çапла. Тăххăрмĕш халăх перепиç тăрăх 1858 çулта Çĕнĕ Чăлкасра 32 кил пулнă, 74 арçын тата 84 хĕрарăм пурăннă. Кивĕ Чăлкасра ?Старое Сиделево/ 13 кил пулнă, 35 арçын тата 39 хĕрарăм пурăннă. Малтанах Челкасне пĕр хушă вырăсла Старый выселок тесе çырнă. Ăнланса пĕтерме май çук. Перепиç тăвакан чиновниксем ăнланмасăр Старый выселок вырăнне вырăсла Старое Сиделево е амăш ялне вырăсла Большое Сиделево тесе çырнă.
Чăлкас сăмахĕ мĕне пĕлтерет-ши; Куна вырăсларах Челкасы тесе çыраççĕ. Чăваш Республикинче кун пек ятлă ялсем самаях пур. Вĕсем пурте 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче ирттернĕ реформă хыççăн выççăлккă статус ятпа шăтса тухнă ялсем. Маларах хăш-пĕр ялĕсене „чул“ е „чол“ сăмахсемпе çыхăнтарса çырнă. Эп шутланă тăрăх тĕп чăваш сăмахĕ „чăл“ пулмалла. Вырăс чĕлхинче „ă“ сас пулманшăн „чăл“ сăмаха вырăсларах „чул“ е „чол“сăмахсемпе çырнă. Анчах та кашни ялăн хăй истори пулмалла. Чăваш халăх хушшинче „чăл“ сăмахпа çыхăннă „чăл-чал“ тата ытти сăмахсем те пулнă. Вырăсла куçарсассăн „туда-сюда“ е „ни туды и ни сюды“. Сителсем Пăштанар патне куçса килсессĕн пурăнмалли вырăн тÿрех тупайман пулмалла е уйăрса панă çĕр вырăнĕпе тÿрех килĕштермен. Анчах та хама-хам ку сăмаха тĕрĕс ăнлантарса патăм тесе каламастăп. Çĕнĕ Чăлкас сельски поселенинче пурăнакансем «Чăл» сăмахĕ мĕне пĕлтернине манран лайăхрах пĕлеççĕ пуль тесе каласшăн.
Тукай çын ячĕ. Кун пек ят чăваш, çармăс, тутар, тюрк тата ытти халăхсем хушинче те час-часах тĕл пулаççĕ. Анчах та чи малтан ку çын ячĕ хăш халăхран тухни паллă мар. Çавăнпа та ячĕ мĕне пĕлтернине тĕрĕс ăнлантарса пама май çук.
?Кÿршĕллĕ вырнаçнă Ушанар ялĕн историйĕ çитес номерте пулĕ/.
Александр СТЕКЛОВ
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *