Тăван (чăваш) литература предмечĕн урокĕсем – тăван халăхăн илем урлă курăнакан ăс-хакăлне, чун хавалне, аптраманлăхне ăша хывмалли ĕç мелĕ. Тăнпа чун урлă кĕнĕ ĕненÿ çеç шанчăклă сапăрлăх пулать.
Тăван литературăна вĕрентес ĕçĕн тивĕçĕ вăл ‒ предмет лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси. Вĕсен шутĕнче илемлĕ хайлава вуласа ăнланма, ăс-хакăл культуринчи унăн вырăнне курма, сăмах ÿнерĕн тĕслĕхĕпе хăй тĕллĕн ĕçлеме пултаракан вулакана хатĕрлесси. Тăван (чăваш) литература предметăн анлă тĕллевĕ − шкул ачин кăмăл-сипетне аталантарасси, унра наци туйăмĕпе мăнаçлăха аталанма май туса парасси; сăмахлăх культурин пуянлăхне пулас ăрусем валли сыхласа хăварасси.
Асăннă предмет сăмахлăх, меслетлĕх, пĕтĕмĕшле ăслăлăх пурлăхне, тĕрлĕ енлĕ пултарулăха аталантарассине тата харкам тĕллĕн ĕçлеме вĕренессине пĕр тĕвве çыхнă.
Ачасен чăваш литературине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван сăмахлăха лайăхрах, тĕплĕнрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Паянхи пурнăç шкул ачисене чăвашла вĕрентессине тĕпрен лайăхлатма хушать. Вĕрентекенĕн пĕлÿ парас ĕçĕнчи ăнăçлăхĕ тĕрлĕ меслетсемпе мелсене тухăçлă усă курма пултарнинчен нумай килет.
Тăван (чăваш) литература урокĕсенче те вăйă технологи- йĕсемпе усă курма меллĕ. Вĕсем ачасен ĕçлес хастарлăхĕн шайне ÿстереççĕ, пĕлÿ илес туртăмне вăйлатаççĕ. Литература вăййисен тĕнчи пуян. Вĕсен ятарлă уйрăм тĕсĕсем те пур. Çакăн çинчен эпир шкул ачисене тĕплĕн ăнлантарса патăмăр, тĕрлĕ йышши тĕслĕхсемпе çи- рĕплетрĕмĕр.
Вӑйӑ технологийӗсемпе усӑ курмалли нумай урок ирттернӗ, вӗсем вӗренӳ процесӗ ҫине мӗнле витӗм кӳрессине ӗнентерес тата ачасене литература вӑййи- сене технологи тума вӗрентес тӗллевпе вӗренекенсен вӗренӳ процесӗ ҫине витӗм кӳрес тӗллевсене çирĕплетнĕ.
Ҫак уроксем хушшинче ачасем активлӑ пулчӗҫ, сӗннӗ заданисене хаваслансах хутшӑнчӗҫ. Ҫакӑ вӗренекенсен ӑс-хакӑл ӗҫне хастарлатма пултарни ҫинчен калама май парать.
Литература вӑййипе унӑн йышӗ ытти хатӗрсемпе килӗшӳллӗн ачасен урокри активлӑхне ӳстерме, вӗсем вӗренӳ материалне хӑй тӗллӗн вӗренме пултарнине ӳстерме, вӗсене предметпа пӗлӳсемпе пуянлатма, ҫавӑн пекех общество пӗлӗвӗсемпе хӑнӑхӑвӗсене йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ. Апла пулсан, вӑйӑ технологи- йӗсемпе пур енӗпе те системӑллӑ тата тӗллевлӗ усӑ курмалла. Вӑйӑпа час-часах усӑ курмалла мар пулсан та, ку «хӑнӑху» текен «каялла реакци» патне илсе ҫитерме пултарать. Вӑйӑ вара ҫӗнӗлӗх, интереслӗх туйӑмӗсем ҫуратать.
Меслетлĕх ăслăлăхĕ пĕр вырăнта тăмасть. Çавна май пурăна киле вăйă технологийĕсен çĕнĕрен те çĕнĕ формисем аталансах пырĕç. Учительсен вара вĕсене вăхăтра ăша хывса май килнĕ таран усă курса пырсан аван пулмалла. Вĕрентÿ процесĕ çавна май ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те кăсăклă.
Анжелика БОРИСОВА
вĕрентекен
Вăтакас Кипеч шкулĕ

