Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Наци проекчĕ сывлăх сыхлавне аталантарать

Наци проекчĕ сывлăх сыхлавне аталантарать


Канаш тăрăхĕнчи Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ районти тĕп больница «Çемье» тата «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырассипе çине тăрса ĕçлет. Çавăн пекех федераллă программăсемпе килĕшÿллĕн медучрежденисен инфратытăмне аталантарассине тата кадрсен потенциалне çирĕплетессине те пысăк тимлĕх уйăрать.
Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Çемье» наци проекчĕ- пе сиплев çуртĕнче хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕ ĕçлесе кайнă. Вăл 12 пин ытла хĕрарăма йышăнма пултарать.
2018 çултанпа Канаш тăрăхĕнче куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ аякри ялсене çитсе килет. Ăна «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн илсе килнĕ. 2025 çулта вăл 254 хутчен çула тухнă ?района килнĕренпе _ 1629 хутчен/, медицина ĕçченĕсем ултă пин ытла çын сывлăхне тĕрĕсленĕ ?ĕçе пуçăннăранпа _ 23 пин ытла çын/ .
Округра мобильлĕ «ФЛЮМАММ» рентген комплексĕ те ĕçлет. Вăл организмри тĕрлĕрен улшăнусене вăхăтра тупса палăртма пулăшать, тухтăрсем кун пек чухне пациентсене çийĕнчех диагностика тухма тата сипленме направлени çырса параççĕ.
Сиплев çуртне медицина кадрĕ- семпе пуянлатма 2012 çултанпа «Земтсво тухтăрĕ» программа пурнăçланать. Унпа пĕтĕмпе 80 специалист усă курнă, хальхи вăхăтра асăннă программăпа 35 тухтăр ĕçлет.
2025 çулта сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетмелли федераллă проектпа килĕшÿллĕн Канаш тăрăхĕнче икĕ çĕнĕ ФАП туса лартнă. Вĕсем Кăшнаруй тата Çĕнĕ Мами ялĕсенче уçăлнă. 2013 çултанпа районта пĕтĕмпе 38 çĕнĕ ФАП çĕкленĕ. Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе окргура çĕнĕ поликлиника строительстви малалла пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *