Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫӗнӗ космонавтика музейне хӑпартас енӗпе пуҫарнӑ ӗҫ малалла пырать.
Халӗ строительсем ҫуртӑн тӗп кӑшкарне тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑшӑ, шыв пӑрӑхӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫутӑ тата вентиляци енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗпе хурса шыв упрамалли икӗ пысӑк пичке вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗнӗ музея виҫҫӗмӗш космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ тӑван кӗтесре хӑпартаҫҫӗ. Музей ӗҫлеме пуҫласан кунта туристсем татах та нумайрах килме пуҫлӗҫ.

