Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе терроризмпа кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче çамрăксен хушшинче терроризмпа неонацизм идеологи- йĕсене сарассине хирĕç тăрассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.
Чăваш Енре информаци уçлăхĕнчи терроризмпа экстремизм юхăмĕсенчен хÿтĕлес, нацисен хушшинчи килĕшÿпе тăнăçлăха упрас тата çамрăксене воспитани парас енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. 2025 çулта республикăри аслă шкулсемпе колледж-техникум студенчĕсемпе профилактика мероприятийĕсем 145 хут йĕркеленĕ. Вĕсене 8,5 пине яхăн вĕренекенпе 3,7 пин ытла ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Калаçусенче çамрăксене терроризм преступленийĕсене явăçнăшăн тата халăх хушшинче хирĕç-тăру «чĕртнĕшĕн» мĕнле яваплăх кĕтнине ăнлантарнă.
Профилактика ĕçĕ кăçал та тăсăлĕ. Дистанци мелĕпе вĕренекен çул çитмен ачасене патриотлăх тата культура мероприятийĕсене хутшăнтарассине уйрăмах тимлĕх уйăрĕç. Профилактика мероприятийĕсене йĕркелеме республикăри общество лидерĕсене, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансене явăçтарма палăртаççĕ.

