Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Студентсен ҫуркунни» пуҫланнӑ.
Кӑҫалхи пултарулӑх марафонне Чӑваш тата вырӑс филологийӗн, журналистика факультечӗн студенчӗсем уҫнӑ. Вӗсем ют чӗлхесен тата математика факультечӗсенче вӗренекенсемпе пӗрле «Ф3» команда йӗркеленӗ. Ку ушкӑн ҫиччӗмӗш ҫул фестивале пӗрремӗш пуҫласа хӑйӗн пысӑк шайне кӑтартать.
Студентсем куракансене коммуналлӑ хваттере куҫса килнӗ ҫамрӑк ҫинчен каласа паракан концерт кӑтартнӑ. Куракансем студентсен ӑсталӑхне хыттӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.
Малашне марафонра тата ҫичӗ команда хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗ.

