Республикӑн Финанс министерствинче канашлу иртнӗ. Ăна цифрӑллӑ тенкӗпе усӑ курассине халалланӑ.
Пӗрремӗш вице-премьер тата финанс министрӗ Михаил Ноздряков палӑртнӑ тӑрӑх, регион ҫӗнӗ йышши тӳлевсемпе усӑ курас енӗпе хатӗрленсе пырать. Канашлу вӑхӑтӗнче тӑватӑ тӗрлӗ тӳлев сценарине тӗплӗн тишкерсе тухнӑ, вӗсемпе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма май пур. Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене шкул тата спорт форми илмелли тӳлевсемпе тивӗҫтерес механизма вӗҫлесе пыни пирки пӗлтернӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, хысна укҫине цифрӑллӑ тенкӗпе 2027 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин уйӑрма май пурри ҫинчен аса илтернӗ. Апла пулин те Михаил Ноздряков ҫакӑ чӑрмав пулса тӑмалла марри пирки каланӑ. Ведомство пуҫлӑхӗ ку механизма халех тӗрӗслесе пӑхмалли урӑх ҫулсене шырама сӗннӗ.

