Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Уй-хире шанчăклă техника çеç тухĕ

Уй-хире шанчăклă техника çеç тухĕ


Уй-хир юр айĕнче выртать пулин те кун вăрăмланни çур аки çывхарнине систерет. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата перекетлĕ ирттерни çĕр ĕçченĕн малашлăхĕпе çыхăннă. Ыранхи кунпа пурăнакан хресчен паянах çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕсемпе килĕшÿллĕн уçă тÿпе айĕнче е гараж-ангарсенче ларакан ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе ĕçе кÿлĕнет. Вĕсен юсавлăхĕпе шанчăклăхне вара патшалăх техника надзорĕн районти инспекицийĕн аслă инспекторĕсем вырăна тухса хак параççĕ.
Канаш тăрăхĕнчи техникăн юсавлăхне технадзорăн аслă инспеткорĕ Денис Егоров пăхса тĕрĕслесе тăрать. Çак тĕллевпе техосмотрсен графикне çирĕп- летнĕ. Унпа Патшалăх технадзор инспекцийĕн Чăваш Республикинчи ведомствон сайтне кĕрсе паллашма пулать. Асăннă графикпа килĕшÿллĕн Канаш енре техтĕрĕслев ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуçланать. Вăл çак уйăх вĕçĕчченех пырĕ. Чи малтан техникăна çурхи уй-хир ĕçĕсем тĕлне еплерех хатĕрлесе çитернипе «Пионер» агрофирма ĕçченĕсем паллаштарĕç. Çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ, вăл е ку территорире техосмотр иртнĕ чухне унта пурăнакан тата харпăрлăхра трактор тытакан уйрăм çынсем те хăйсен техникипе тĕрĕслеве хутшăнма пултараççĕ.
Техосмотра хатĕрленнĕ чухне шанса панă техника çинчи пур механизмпа агрегатсен те ĕçлемелле, вĕсен таса, тормоз системипе руль управленийĕн тата ыттин юсавлă пулмалла. Тракторсемпе ытти хăй тĕллĕн çÿрекен техника çинче пушартан сыхланма огнетушитель, ĕçлекенсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама аптечка, техника хуçисен техникăн паспорчĕ, регистраци свидетельстви тата кашни механизаторăн медицина справки çинчен асра тытмалла, çумра страховани полисĕ пулмалла. Кунпа пĕрлех тракториста ĕçлеме иркĕк паракан категориллĕ удостоверени кирлĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *