Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче Аслă экономика канашĕн анлă ла- рăвĕ иртнĕ. Унта патшалăхăн строительствопа çыхăннă программисем 2025 çулта мĕнле пурнăçпаннине тишкернĕ.
Регионăн строительство министрĕ Владимир Максимов палăртнă тăрăх, хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли программăпа килĕшӳллĕн тумалли объектсене суйласа илме халăха явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ – сасăлава 125 пин çын хутшăннă. 48 территорие хăтлăлатма 323 миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсем республикăн тĕрлĕ хулипе округĕнче вырнаçнă. Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ укçапа Канашри икĕ вокзал хушшинчи лаптăка хăтлăлатнă, Сĕнтĕрвăрринче Патша тăвне çĕнĕ сăн кĕртнĕ… Çĕрпӳре ĕçсем малалла пыраççĕ. Кăçал Пăрачкавра ĕçлемелле. Виçĕ хулара тротуарсене юсаса йĕркене кĕртмелли проект та – халăх хапăл туса йышăннăскер. 68 пин тăваткал метр тротуар хывнă.

