Чăваш Енре Халăх программин ĕç-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ. «Единая Россия» парти йĕркеленĕ «Есть результат!» форумра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева республикăра пурăнакан пиншер çемьене пырса тивнĕ ырă пулăмсем çинчен каласа кăтартнă.
Юлашки пилĕк çулта регионта нумай ачаллă çемьесене тĕревлеме май паракан 25 çĕнĕ мерă вăя кĕнĕ. Пилĕк тата ытларах ача ÿстерекен 924 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Больницăсемпе поликлиникăсенче 400 ытла объекта юсаса йĕркене кĕртнĕ. Чăваш Енре, паянхи куна çĕршыври ытти регионсемпе илес пулсан, ачасем пепке çулĕсенче вилес хăрушлăх чи пĕчĕк шайра.
Чăваш Республикинче икĕ ачашăн паракан амăшĕн капиталĕн виçи миллион таран çитнĕ. «Мой семейный центр» çемье офисĕсенче 43 пин çын ятарлă пулăшăва тивĕçнĕ. «Кашни цифра _ курăмлă ырă улшăну», _ палăртнă Алла Салаева.
Хальхи выăхăтра Халăхăн çĕнĕ программи валли çынсенчен сĕнÿсем йышăнаççĕ. Ăна туса хатĕр- ленĕ хыççăн вăл 2031-мĕш çулччен ĕçлĕ. Тепĕр пилĕк çуллăха çирĕплетме палăртакан Халăх программи те çынсен шухăш-сĕвĕ çинче никĕсленнин пĕлтерĕшĕ пысăк.
Хамăр инф.

