Мартăн 13-мĕшĕнче, эрнекун, Вăрăмпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула кунтан тĕр- лĕрен çулсенче вăренсе тухнă аслă ăрури çынсем, çак шкулта ачасене нумай теçетке çул пĕлÿ панă, тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем тĕлпулăва пухăнчĕç. Мероприяти пуçланиччен вĕсем классен пÿлĕмĕсемпе, столовăйпа, спорт вăййисем ирттерекен залпа, ытти пÿлĕмсемпе паллашрĕç. «Мĕнле таса та хăтлă, хулара та, районта та урăх кун пек тирпейлĕ шкул çук та пулĕ. Эпир кун пек условисенче вĕренесси, ĕçлесси пирки ĕмĕтленме те пултарайман», _ терĕç ватăсем аллисене шарт çапса.
Палăртнă вăхăтра мероприяти пуçланчĕ. Шкул директорĕ Лариса Иванова кунта килнĕ хăнасене кĕскен шкул историйĕ- пе, вĕренекенсем тĕрлĕрен конкурссенче, олимпиадăсенче тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Вăрăмпуçĕнчи щкултан вĕренсе тухнă паллă çынсем шкул ятне çÿле çĕклени çинчен хумханса каласа пачĕ.
Меропрятине ертсе пыраканĕ- сем тĕл пулăва килнĕ хăнасене сăмах пачĕç. Отставкăри полковник Г. Козлов, «Раççейĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ» Александр Васильев, Василий Лапин журналист, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем О. Афонина, О. Иванова, Р. Кудрявцева, М. Никонова, Н. Осипова, Н. Осипова, А. Семенова хăйсен сăма- хĕнче вăл вăхăтра мĕнле условисенче вĕренни, ĕçлени çинчен хумханса каласа пачĕç. Вĕрентекенсем нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр вĕренекенсене çирĕп пĕлÿ парас тесе ырми-канми ĕçленишĕн вĕсене чĕререн тав турĕç.
Лариса Иванова директор Вăрăмпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă яшсем афганпа чечен вăрçисенче, халь пыракан ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартни çинчен чĕререн тухакан сăмахсемпе каласа пачĕ: «Вăрçă çухатусăр пулмасть. Ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартса пирĕн выпускниксем Степан Масловпа Артем Тарасов пуçĕсене хунă. Паян вĕсен чăтăмлăхĕпе паттăрлăхне, хăюлăхне тата Тăван çĕршыва юратнине халалласа шкулта вĕсен партисене уçатпăр. Çак партăсен хушшине чăн малтан ларма вĕренÿре, спорт-ра çитĕнÿсем кăтартакан активистсем ирĕк илеççĕ».
Паттăрсен тăванĕсем вĕсен ачалăхĕ, шкулта мĕнле вĕренни, мĕн çинчен ĕмĕтленни çинчен куççуль витĕр аса илсе каласа пачĕç.
Мероприяти юнашар Сивçыр-ма ялĕнче çуралса ÿснĕ, ку шкултан вĕренсе тухнă тăватă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн, Аслă Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ икĕ орден кавалерĕ, Отечественнăй вăрçа хутшăннă Михаил Яковлев генерал-лейтенантăн Асăну хăми умне, Паттăрсен партисем çине чечек çыххисем хунипе вĕçленчĕ.
Кунта Вăрăмпуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Альбина Ананьева ертсе пыракан «Тăван» ансамбль ушкăнне, шкулта вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнне пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарнăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Василий ЛАПИН

