Тунтикун Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Тӗрленет сӑмах тӗрри» курав ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ӑна вырӑс тата чӑваш чӗлхисен пуянлӑхне пухнӑ паллӑ тӗпчевҫӗсене – Владимир Дальпе Николай Ашмарина халалланӑ. Кӑҫал Даль ҫуралнӑранпа – 225 ҫул, Ашмарин ҫуралнӑранпа вара 155 ҫул ҫитет.
Стеллажсем ҫинче сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе, архив докуменчӗсемпе тата авалхи япаласемпе паллашма пулать. Уйрӑмах сӑмах пухаканӑн ӗҫ сӗтелӗ кӑсӑклӑ, унта сӑн ӳкерӗнме те юрӗ. Курав кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

