Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Çул-йĕр фончĕ пысăк

Çул-йĕр фончĕ пысăк


Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çулсене юсас ыйтăва тишкернĕ.
Регионăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров регионти çулсен тăршшĕ 12 пин километртан та иртнине пĕлтернĕ. Çурхи ейӳ тапхăрĕнче автотрассăсен чылай сыпăкне шыв илме пултарас хăрушлăх пур. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама механизациленĕ авари бригадисене тата хăйăрпа вак чул хатĕрленĕ.
Асфальтăн япăхнă çиелти сийне улăштарасси çанталăка кура çу уйăхĕнче пуçланмалла. Çулсен 49 километрне йĕркене кĕртмешкĕн çул-йĕр организацийĕсемпе контрактсем тунă. Çулсем çинчи разметкăна çĕнетесси ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланĕ. Çул-йĕр фончĕ кăçал 12 миллиард тенкĕпе танлашать. Министр республика урлă иртекен М-12 автомагистраль строительстви валли материалсем турттарнă май сиенленнĕ трассăсене йĕркене кĕртесси çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Ĕçсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласшăн. Регион влаçĕсем çине тăнипе Мускав çакăн валли 2,6 миллиард тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *