Чăваш Енре çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас, çавăн пекех ял-хулана çут çанталăк пушарĕсенчен хӳтĕлес енĕпе Пĕтĕм Раççейри командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртнĕ. Вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов регионти чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче старт панă. Çак вĕренӳ Раççей МЧСĕ ертсе пынипе пулса пынă.
«Васкавлă службăсем тата влаç органĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлесен çурхи ейӳ тата пушар хăрушлăхĕн тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе яма май килĕ. Çак вĕренӳсем пирĕн управлени тытăмĕн тĕрĕслевĕ пулса тăраççĕ. Инкек сиксе тухас тăк питĕ хăвăрт тата ăнăçлă йышăнусем тумалла, çавăнпа вĕренӳ вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли майсене тĕрĕслесе пăхмалла», – палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Вĕренĕвĕн пĕрремĕш кунĕнче васкавлă службăсем çурхи ейӳ вăхăтĕнче шыв илнĕ вырăнсенчи халăха мĕнле майпа пулăшма пултарнине кăтартса панă. Иккĕмĕш кунхине вара çăлавçăсем вăрман пушарĕ тухсан, вăл çывăхри ялсем çине куçас хăрушлăх пулсан хăйсем мĕн тума пултарнине кăтартса панă. Çакнашкал вĕренӳсем васкавлă службăсен ĕç ăсталăхне ӳстерме пулăшаççĕ.

