Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Ачалăхри чи тутлă çимĕç

Ачалăхри чи тутлă çимĕç


Апат-çимĕçпе халь никама та тĕлĕнтереймĕн. Мĕн çиес килет _ пур те пур. Хамăр та тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерсе пухса илетпĕр, лавккарине те тиркеместпĕр. Анчах та яланах кун пек пулман. Асатте-асаннесем пурăннă чухне уйрăмах та. Аслă çулсенчи çынсенчен ыйтса пăхар-ха, чи тутлă çимĕç пирки вĕсем çума ларсах чун каниччен каласа кăтартĕç.
Андреева Анна, 1936 çулта çуралнă.
_ Ачалăхри чи тутлă çимĕç _ тинкĕле ?толокно/, тинкĕ-ле пăтти ?толоконная каша/. Ăна çурхи тулăран пĕçеререççĕ. 2-3 витре тырра сăра хуранне ярса лаçра пĕçернĕ, кăштах пăрçа янă. Ала витĕр пиçнĕ тулла сăрăхтарнă та шăналăк çине хурса типĕтнĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнă чух тунă ку ĕçе. Пăлхатасси ачасен ĕçĕ пулнă, ахальтен-им аннесем пăрçа янă: кунĕпе пăрçа суйласа çиеттĕмĕр, питĕ тутлăччĕ. Кайран тата вĕри кăмакара типĕтнĕ, пăлхатса кĕрпе тунă та пăтă пĕçернĕ. Кăштах çу ярсан тата та тутлăччĕ. Пĕрре çеç çисе курасчĕ çав ачалăхри тинкĕле- не. Çавăн пекех тутлă-ши;
Николаева Таисия, 1938 çулта çуралнă.
_ Анне ялан колхоз ĕçне васкатчĕ. Мана вара кукамайпа хăваратчĕ. Самани питĕ йывăрччĕ, ачасене мĕн çитересси, налук мĕнле татасси, пахчасене тирпейлесси çинчен пăшăрханатчĕ кукамай. Эпĕ унран хăпма та пĕлмен, унăн нуши-тертне паян та манмастăп. Кукамайăн кĕлет пурччĕ, унта чи кирлĕ япаласем: уйран çÿпçи, чĕрес, катка-пичке. Сентре çинче тĕрлĕ типĕтнĕ курăк… Чи сумлă кĕ- тесре _ арча. Каштаран хутаç çакăнса тăратчĕ, ăна илсе пĕр кăлтти сахăр кăларса пĕ-ĕ-чĕк катăк катса паратчĕ. Ах çав кăлтти сахăр! Паян кун та тута çинче. Кукка кÿршĕри юлташĕпе вăрман касма кайсан илнĕ укçапа илнĕ тетчĕ, вăрçăран хыпарсăр çухалнă ывăлĕшĕн макăратчĕ. Налук тÿлеме укçа çуккипе кукамай кĕлете сутса ячĕ. тутлă та куççуллĕччĕ кăлтти сахăр.
Яковлева Раиса, 1940 çулта çуралнă.
_ Ялта ÿснĕ ачасене çутçанталăк хăй пулăшнă _ ытларах эпир курăк çисе ÿснĕ: лаша кăшкарĕ, çерçи кĕпçи, тутакка, серте-пултăран яшки. Тутакка тутлă курăк, анчах нумай çиме çук _ тута хĕррисем пăсăлатчĕç. Курăк ятне те çавăнпах тутакка ?свербига/ тенĕ пуль. Эпир çемьере йышлă ÿснĕ, 9 ача. Сĕтел тавра ача ларать, анне хăçан ларса çинĕ-ши вара; Кÿршĕ хĕрарăмĕсемпе Энĕш патне пултăран татма каятчĕç, эпир аннесене уй хапхи патĕнче кĕ- теттĕмĕр, юпа çине хăпарса та курăнмаççĕ-ши тесе пăхнă. Тÿрех пултăран яшки ?суп из борщевика/ çакса яратчĕ вучахра, çăра тăватчĕ. Паян кун та пултăран яшки çисен хама питĕ тутă туятăп.
Иванова Валентина, 1941 çулта çуралнă.
_ Эпĕ чăн та вăрçă ачи, анне мана 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çуратнă. Анне каланине астăватăп: «Ирхине çуралтăн, хĕрарăмсем палатăра нумаййăн, ачисем тепĕр пÿлĕмра. Ача сасси пулсанах, ах, ку ман ача макăрать-ха тетпĕр. Кăнтăрла çитеспе ача сасси мар, хĕрарăмсем татăлса макăрни илтĕнме пуçларĕ _ пурте коридора тухрăмăр: санитарки, акушерки, тухтăрĕ _ пурте макăраççĕ. Вăрçă тухнă! Упăшкасене ачасене курмасăрах илсе каяççĕ ĕнтĕ вăрçа тесе макăратпăр», _ тетчĕ анне. Мĕн çисе ÿснĕ пултăр эпир; Аннесем мĕнле тÿснĕ-ши; Эпĕ кĕсел çинчен каласа парасшăн, анне ăна пĕçерессе ялан кĕтеттĕмĕр. ?Кисель/. Сĕлĕ çăнăхне шывпа пăлхатаççĕ те хурана ярса вĕретме вучаха çакса яраççĕ. Анне хуранĕ патĕнчен каймастчĕ, пĕрмай пăлхатнă, атту тĕпне ларать. Кăштах ыраш çăнăхĕ хушса пăлхататчĕ _ нумаях вĕретмен, ала витĕр кăларнă, сĕлĕ çăнăхĕ вăл хывăхлă. Сахăрĕ пулсан ячĕшĕн те пулин янă, чашăк çине ярса лартнă. Хăçан сивнĕнет-ши тесе кĕтеттĕмĕр, кашăкпа типтерлĕ ăсса çинĕ, савăннă.
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çак ватăсем ăспа-тăнпах пурăнаççĕ, кÿршĕсемпе, тăванĕ- семпе кăмăллă, вăй çитнĕ таран хуçалăхра ĕçлеççĕ. Йывăр вăхăтсене аса илнĕ чух никама та ÿпкелешмеççĕ, турра тав тăваççĕ, юратанă çимĕçĕсене аса илсен пичĕ-сем çуталаççĕ, кăмăлĕсем уçăлаççĕ, çăкăрпа тăвартан асли çук теççĕ.
«Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра;» _ тесе юрлаççĕ артистсем. Анна аппапа, Таиç аппапа, инкепе, Валя тăхлачпа калаçнă хыççăн çапла калас килет: пурнăçра халь пурте çитет, çимелли енчен пушшех те, анчах чунсем пушанса пыраççĕ. Ватă çынсене хисеплесчĕ, пĕр-пĕ-ринпе кăмăлпа хутшăнасчĕ, ырă ĕçсем тăвасчĕ. Сирĕн умра пуçа таятăп, сывлăхпа пурăнăр.
Елена ГЕОРГИЕВА,
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *