Кăçал республикăра шкулсене пĕрремĕш класа 13 пин ытла ача кайĕ. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ.
Республикăри шкулсем ачасене кăçал пĕрремĕш класа йышăнма хатĕр. Йышăну кампанине çĕршыв шайĕнче ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр пуçлаççĕ. Республикăра ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ пултăр тесе кану кунне, пуш уйăхĕн 28-мĕшне, суйласа илнĕ. Ачасене пĕрремĕш класа икĕ тапхăрпа йышăнĕç: пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса çĕртме уйă- хĕн 30-мĕшĕччен тата утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен. Ачана шкула йышăнмашкăн ыйтса çыракан заявленисене темиçе мелпе йышăнассине йĕркеленĕ – шкула пырса та, Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та пама пулать.
Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçласа шкула килекенсен шучĕ 13 пин ачаран та иртĕ. Çав шут-ра Шупашкарти шкулсем 6 пин ачана йышăнĕç. Хăш-пĕр шкулта пĕрремĕшсен йышĕ уйрăмах пысăк пулĕ.

