Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Канаш тăрăхĕн чысне хÿтĕлерĕç

Канаш тăрăхĕн чысне хÿтĕлерĕç


Иртнĕ эрнере Шупашкарти «ПЕХЕТ» агромаркетра Канаш тăрăхĕн эрни пулчĕ. Пуш уйă- хĕн 16-мĕшĕнче унта «Туслăх» ?Мăкăр ялĕ/ тата Тăванлăх ?Сиккасси сали/ фольклор ушкăнĕсем Канаш тăрăхĕн чысне хÿтĕлерĕç, суту-илÿ лапамне юрă-ташăпа илемлетрĕç, ал ăстисен куравĕсемпе пуянлатрĕç.
Мăкăр ялĕнчи культура ĕçченĕ маçтăр-класс кăтартни, хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарни хăнасен кăмăлне чăннипех çĕклерĕ. Палăртма кăмăллă, курма килекенсен хушшинче маçтăр-класа вырăссемпе тутарсем те хаваспах хутшăнчĕç.
Тĕрĕ ăстипе паллашма, унран ырă тĕслĕх илме те сăлтавĕ пурах. Вăл «Туслăх» фольклор ушкăнне тата «Алă ăсти» кружока вунă çула яхăн ертсе пырать.
Вырăнти артистсене капăр чăваш тумĕсемпе час-часах сайтсенче курма пулать. Тумĕсене вĕсем хăйсемех çĕлесе чăваш тĕррипе капăрлатаççĕ, çи-пуçне вара çĕнетсе пуянлатсах тăраççĕ.
Шупашкара çитсе маçтăр-класс кăтартма та шикленмерĕ тĕрĕ ăсти Вероника Иванова: «Мана çакăн пек яваплă ĕçе шанса панăшăн питĕ савăнтăм. Куравĕ çав тери пуян та анлă пулчĕ. Ентешсем чăваш чĕлхине манманни, кăмăла çĕклерĕ. Çакăн пек маçтăр-классене хутшăнни кирлех. Нумай çул пухнă пуян опыта çитĕнекен ăрăва парса хăварас килет».
Маçтăр-класа ытларах арçын ачасем хутшăнчĕç, питĕ интересленсех тĕрлерĕç. Курава килнĕ хăнасем ытараймасăр чăваш халăхĕн пуянлăхĕпе паллашрĕç, тĕрлес ăсталăха та тишкерсе сăнарĕç.
«Мана шанаççĕ пулсан, манран пулăшу кирлĕ пулсан _ эпĕ яланах çул-çÿреве тухма хатĕр. Чунра ыр кăмăллăх вучахĕ хĕрÿ. Атте-анне пилленĕ пек хамăр хыççăн ачасемпе мăнуксем валли ырă ĕçсемпе ырă ят кăна хăварас килет», _ тет ал-ĕç ăсти.
Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *