Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Наци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ

Наци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ


2026 çулта республикăра 43 наци проекчĕ малалла пурнăçа кĕрет. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Унта хутшăннисем нацпроектсенчен тухса тăракан регион проекчĕсене 2025 çулта мĕнле пурнăçланине, вĕсем тĕлĕшпе йĕркеленĕ мониторинга пĕтĕмлетнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн нацпроектсен иккĕмĕш тапхăрне республикăра та ĕçе кĕртеççĕ. РФ Правительствин проект офисĕ тата Федераци казначействи пĕлтĕрхи кашни квартала пĕтĕмлетнĕ тăрăх, нацпроектсен тĕллевĕсене пурнăçлас енĕпе Чăваш Ен çитнĕ чикĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен маларах, федерацин Атăлçи округĕнче вăл 99 ытла процентпа танлашать.
Иртнĕ çул регион проекчĕсене ĕçе кĕртме бюджетран 15,4 млрд тенкĕ, çав шутра федерацирен – 9,6 млрд, республикăран – 5,5 млрд, муниципалитетсенчен – 300 млн, куçарнă. Çав укçаран 14,2 млрд тенке касса витĕр кăларнă. Унăн пысăкрах пайне «Пурнăç инфратытăмĕ», «Çамрăксем тата ачасем», «Вăрăм та хастар пурнăç», «Çемье» проектсене пурнăçа кĕртме явăçтарнă. 43 наци проектне 2026 çулта пурнăçлассишĕн ĕç пырать ĕнтĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *