Республикӑра театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗ старт илнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 26-мӗш хут иртет, ӑна хальхинче Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленнӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Жюри членӗсем конкурса тӑратнӑ спектакльсене хаклама тытӑннӑ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть Ева Лисинан автобиографи калавӗ тӑрӑх лартнӑ «Ҫӑкӑр чӗлли» постановкӑна пӑхнӑ. Экспертсем ушкӑн пысӑк шайра ӗҫленине, актерсем оригиналлӑ вылянине палӑртнӑ. Тема пӗлтерӗшлӗ пулнине та каланӑ: спектакль вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ачасен шӑпи пирки.
Республика конкурсне паян, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ.

