Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи культура ҫуртӗнче хӑйне евӗр социокультура проекчӗ «Туслӑх кӗперӗ» старт илнӗ.
Виҫӗ Татмӑшра пурӑнакансем ялсене пӗрлештерме шухӑшланӑ. Татмӑш ялӗсем Элӗк, Канаш тата Патӑрьел округӗсенче пур.
Хӑнасене чӑваш йӑли-йӗркипе – ҫӑкӑр- тӑварпа тата юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Фойере ал ӗҫӗсен ӑстисен куравне йӗркеленӗ.
Малтан татмӑшсем сцена ҫинче хӑнасене йышӑннӑ. Унта «Татмӑш ен» фольклор ансамблӗ тухнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Людмила Пантелеймонова Чӑваш Енре Татмӑш ялӗсем мӗнле пулса кайни пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӑнасем пурте пӗрле «Тӑвансем, пӗрле юрлар-ха» юрра шӑрантарнӑ. Юлашкинчен пухӑннисене пурне те шӳрпепе хӑналанӑ.

