«Работа России» кадрсен центрĕнче «Стань успешной» хĕрарăмсен клубĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна «Моя карьера с Единой Россией» парти проекчĕ пулăшнипе йĕркелеме май килнĕ.
Ларăва 15 хĕрарăм хутшăннă. Вĕсем центрта хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас ăсталăха алла илнĕ, патшалăх çак тĕллевпе кÿрекен пулăшу мерисемпе паллашнă, психолог канашне ăша хывнă, çавăн пекех бизнеспа çыхăннă практика пĕлĕвне те сÿтсе явнă. Калаçу вăхăтĕнче сиксе тухакан ыйтусем çине кадрсен центрĕн консультанчĕсем тулли хурав парса тивĕçтернĕ.
Хĕрарăмсем çавра сĕтел хушшинче пĕр-пĕрне хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Çакнашкал тĕлпулусен пысăк пĕлтерĕшне «Единая Россия» парти членĕ, Канашри кадрсен центрĕн ертÿçи Людмила Любова та палăртса хăварнă.
Хамăр инф.

