Улатӑрти 62 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ылтӑн катӑкӗсем тата укҫа парса янӑ.
Хӗрарӑмпа упӑшкине хӑйсемпе «Тӗп банк ӗҫченӗсем» тесе паллаштарнӑ ҫынсем хӑратма тытӑннӑ. Унччен маларах вӗсемех «Пенси фондӗнчен» шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑм темиҫе кун ултавҫӑсен витӗмӗнче пулнӑ. Вӗсемпе кунне 10 сехет таран та калаҫнӑ. Ултавҫӑсем каланипех ҫӗнӗ телефон тата сим-картта туяннӑ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче арӑмӗпе упӑшки ятарласа Шупашкара банка кайнӑ, унта ылтӑн катӑкӗсемпе монетӑсене кӑтартма ыйтнӑ, вӗсене туяннӑ. Банк ӗҫченӗсем сисчевленсе вӗсенчен ултавҫӑсем пирки ыйтнӑ. Арӑмӗпе упӑшки вара мӑнукӗсен пуласлӑхӗшен ылтӑн туяннине пӗлтернӗ. Ҫав кунах вӗсем ылтӑн катӑкӗсене курьера парса янӑ.
Тепӗр кунхине ултавҫӑ упӑшкине счет ҫинчи 2,5 млн тенкине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Вӑл банкра заявка хӑварнӑ, укҫана тепӗр эрнерен илмелле пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ултавҫӑсем арӑмне вкладри 1,3 млн тенкине илтернӗ. Укҫана Улатӑртан курьер илсе кайнӑ.
Юлашки укҫине парса ярсан хӗрарӑм тин ултавҫӑсен тӗлне лекнине ӑнланнӑ.

