Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн регионти тапхӑрӗ иртнӗ.
Ӑна Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин регионти уйрӑмӗпе пӗрле хатӗрлесе ирттернӗ. Мероприятие Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Палӑртмалла: фестивале кӑҫал 13-мӗш хут йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем 4 категорире тупӑшнӑ. Мероприятие пӗтӗмпе республикӑри 16 муниципалитет округӗнчен тата 2 хуларан 616 артист хутшӑннӑ.
Кӑҫал Хор фестивалӗ вырӑс, чӑваш тата казак культурисемпе паллаштарнӑ.

