Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Ушанар ялĕ пирки тĕплĕнрех

Ушанар ялĕ пирки тĕплĕнрех


Канаш район администрацийĕн сайчĕ 2016 çулта Ушанар ялĕ 492 çул тултарнине пĕлтерет. 2016 çулран 492 кăларсассăн 1524 çул пулать. Çĕнĕ Чăлкас сельски поселенин сайчĕ çинче те çавăн пекех çырнă. Тата унта темскер çырнисем те пур. Вĕсен пысăк калавне мана та ăнланма йывăр. Анчах та пĕри тĕрĕс. Вĕсен ваттисем 16 ĕмĕрте Сăр юхан шывăн сылтăм енче пурăннă.
Тĕрĕссипе пĕрремĕш хут Ушанар 1671 çулта палăрнă. Вăл вăхăтра унăн ячĕ те пулман. Хутсем çине Сителех тесе çырнă. Ун çинчен маларах çырнă. Малалла 1671 çулпа 1790 çулсем хушшинче тăватă халăх перепиçне ирттернĕ. Çав перепиçсенче Ушанар ялĕ çуккă. Малалла тепĕр документпа паллаштарасшăн. Куна оригиналĕнчен çырса илнĕ.
«1773 году июня 7 дня, пяток
По репорту Цывильской воеводской канцелярии копииста Григорья Казанцева, что он по силе данной Цывильской канцелярией инструкцы и по доношению Второй Тугаевской волости дрвни Сиделевы, Оженары тож новокрещен Михаила Данилова, Ивана Данилова Сайдыка той деревни жителями об отвозе в Свияжскую провинциальную канцелярию на поселение для отдачи впредь в зачет рекрута новокрещена Леонтия Васильева Лежевера за учинимые худые им поступки и в неплатеже государственных податей…». ГИА ЧР. Ф. 1. Оп. 1. Д. 3. Л. 56.
Ку тексра 1773 çулта Ушанара е вырăсла Оженары аса илнĕ. Ăна выççăлккă статусĕпех çырнă. Çавăнпа та Ушанар перепиçсенче çуккă.
1793 çулхи Çĕрпÿ уесĕн картти çинче хальхи Ушанар ял вырăнĕнче вырăсла Подгорные Сидели выççелккăна палăртнă. Малти Тукайĕ вара ял статусĕпе тăрать.
Тăххăрмĕш 1858 çулхи перепиçре те çавăн пекех. Çав çулта Ушанарта 107 кил пулнă, 274 арçын тата 310 хĕрарăм пурăннă. Чăваш энциклопедийĕ çинче Ф.Н. Козлов Ушанарта вырăсла «1858 ?вместе с д. Сиделево/ – 474 муж., 561 жен.» пурăннă тесе ăнлантарать. Анчах та официальнăй ирттернĕ тăххăрмĕш перепиç тăрăх Аслă Сительте ?Большое Сиделево/ 81 кил пулнă, 213 арçын тата 254 хĕрарăм пурăннă. Статитикăра икĕ ялне те кăтартнă пулсан Ф.Н. Козловăн сведенисене те уйрăм çырмалла пулнă. Тĕрĕс мар çырнипе ял пурнăçĕ урлă-пирлĕ пулса тухать.
Канаш районĕнчи ытти ял историйĕсен калавĕсенче çапла çырнăччĕ. Выççелккăн ял статусне кĕрес тесессĕн унта пурăнакан халăхăн уесри тата вулăсри пуçлăхсене тата тĕп ял старостине чĕнсе лару ирттермелле пулнă. Ларура старостăна, депутатсене тата вунă кил-çурт хуçине суйламалла пулнă. Ун хыççăн Приговор çырнă. Приговорне кашни кил хуçин тата тĕп ял старостин, вулăспа уес пуçлăхĕсен алă пусса пичет лартмалла пулнă. Ун хыççăн выççăлккă ял статусне кĕнĕ. Малалла çав Приговора Хусана ярса панă. Вара çĕнĕ яла учета тăратнă. Ушанарсене выççăлккă статусĕпе амăш ял хÿтĕнче пурăнма лайăх пулнă пулмалла.
Çул хĕрринче тăракан паллă знак та Ушанар ялĕ 1524 çулта е Малти Тукай тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 1552 çулта йĕркеленсе кайнине пĕлтереççĕ. Çав çулсенчен пуçласа ялăн юбилейĕсене иртереççĕ. Хамăрăн авалхи несĕлсене хисеплесе ял уявĕсене ирттерни питĕ пархатарлă. Анчах та 1524 тата 1552 çулсенчен пуçласа 1671 çула çитиччен архиври хутсем тăрăх Ушанарпа Малти Тукай ялĕсем пулман. Хыпарсем тăрăх Малти Тукайсем 2012 çулта ял 460 çул е Ушанарсем вара 2016 çулта 492 çул тултарнă ятпа уявсем ирттернине пĕлетĕп. Хальхи вырăнта аса илнĕ çулсем хушшинче Ушанарпа Малти Тукай ялĕсем пулман пулсассăн уяв кунĕнче кама хисепленĕ-ши;
Халĕ вырăсла Оженары ял витĕр Оженарка ятлă юхан шыв юхса тухать. Ĕлĕкех çак юхан шыв Илюксар ятлă пулнă. Илюк çын ячĕ. 1747 çулхи перепиç тăрăх Чарпуçра ?Ямашево/ вун икĕ çулхи Илюк Ильдемеров пурăннă. Илюксар юхан шывĕ Ямашри Илюк-ран аслăрах. Унччен Алаксар, Аксар тата Юмансар сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса панăччĕ. Хальхи меркăпа унăн пуçламăшĕ Атыково ж.д. станци патĕнче. Анаталла кайнă çемĕн унăн шывĕсем Шĕкĕр, Мамалаевă ?Чарпуç/ тата Анаткас ?Чарпуç/ ялсем çумĕнчен юхса анса каяççĕ те Кĕçĕн Çавала кĕрсе каяççĕ. 1793 çулхи Çĕрпÿ уесĕн картти çинче юхан шыва Илюксар ятпах çырнă. Анчах та çав çулсенчех вырăсла «Экономические примечания к планам Генерального межевания» ăнлантарса паракан документ йышăннă. Çав документ çинче вырăсла «выселок Подгорные Сидели у оврага и ручья Оженарка» тесе çырнă. Чăнах та Илюксар çумĕн-че Ушанар витĕр тепĕр пĕчĕк Юхан шыв юхса тухать. Çынсем çĕрпе усă курма пуçланă хыççăн пĕчĕк юхан шывĕ хальхи вăхăтра лайăхах курăнмасть. Илюксар хăйĕн юппипе Оженаркăпа аялта тепĕр икĕ çухрăмран тĕл пулаççĕ.
1880 çулхи Хусан кĕпернин военно-топографи картти çинче тĕп юхан шывĕ Илюксар ятпах тăрать. Илюксар юхан шыва Оженаркă ятпа Совет Союзĕ пулнă вăхăтра улăштарнă.
Ушанар сăмахĕ мĕне пĕлтерет-ши; Ку сăмаха ăнланма лайăх пултăр тесен тепĕр хут Çĕнĕ Чăлкасси сельски поселенин сайчĕ çине таврăнмалла. Унта çапла çырнă: «1859-мĕш çултан вара Ушанар ят панă ?«çутă шыв» пулать вăл мари чĕлхинчен куçарсан/. Çĕрпÿ уесне кĕнĕ пирĕн тăрăхри ялсем, вĕсене Вĕскер таврашĕнчи ялсем тенĕ ?ял витĕр юхса выртакан шыв Вĕскер ятлă/».
1859 çулта яла Ушанар ят панă. Ятне вара мари çынни килсе парса хăварнă теççĕ. 1859 çулта мари çынни ял ятне хăш вăхăтра килсе парса хăварма ĕлкĕрнĕ-ши тесе шутлатăп; Эпĕ шутланă тăрăх, сителсем çак вырăна куçса киличчен Оженарка юхан шыв ячĕ пулнă. Çавăнпа та çĕнĕ выççелккăна землемерсем юхан шыв ятне Оженара панă. Раççей патшалăхра нумай хула тата ялсем юхан шыв ячĕсемпе çыхăннă.
Оженар сăмаха «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекере Дубанăвпа И.С. тата унăн сооавторĕ Исаев Ю.Н. вун çичĕ томлă Чăваш словарĕн авторĕ член-корреспондент АН СССР Н.И. Ашмарин çине шанса çапла ăнлантарса параççĕ.
«Оженарка, Ворскер ?Ушанар/ – речка, протекает в Канашском районе, лев. приток М. Цивиль. От венг. ашвань «минеральный, кислый». ?В.А. Нестеров/
Оженары, Ушанар – деревня в Канашском р-не. Уш – название дерева. 1. Уша. Отсуда: уша юпи, оша юпи. Уша юпи – столб около печки. 2. Уша – неизвестное слово ?Прозвище/. Отсюда: Уша Якку – имя мужчины ?Н.И. Ашмарин. III, 352/. НарŸНер часто используется в значении «река, ручей». Точно объяснить происхождение названия сложно. Других слов, объясняющих это название, нет».
Иван Грозный патша пулнă вăхăтра, 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи пулас Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнпа-вырăнпа пăртассем е вырăсла буртассем нумайăн пурăннă. Хальхи вырăнсене чăвашсем йышлăн куçса килме пуçласассăн пăртассем çĕрĕсене пăрахса Сăр юхан шыв тепĕр енне куçса каяççĕ. Хальхи вăхăтра та çывăхри нумай чăваш ялĕсене чăвашсемех çармăс теççĕ. Сăмахран, Йĕпреç районĕнче Малые Кармалы ял пур. Унта ытларах мордва халăхĕ пурăнать. Чăвашсем ку яла çармăс теççĕ. Мари, пăртас, мордва халăхĕсем ĕлĕкех финнă- угорски йăхран тухнă. Чăвашсем çав халăхсене тепĕр майлă кĕскен пĕр сăмахпа çармăс тенĕ. Çапла вара чă-ваш ялĕсем çармăс çĕрĕ çинче вырнаçнăшăн вĕсене кÿршĕри чăвашсем çармăс тенĕ.
17-мĕш ĕмĕр пуçламăшăнче Улатăр уесĕнче 110 пăртас ялĕ шутланса тăнă. Тепĕр чухне Улатăр райо- нĕнчи мордвасемпе тĕл пулса калаçма май килет. Калаçу майлă пăртасем çинчен ыйтатăп. Вара вĕсем кун пек халăх пулнине нихçан та илтмен теççĕ. Тĕлĕнмелле.
Сителсем хальхи калаçу пыракан вырăна куçса киличчен çакăнти çĕрсемпе пăртасем усă курма пултарнă. «Оженар» сăмаха пăртас е мăкшă чĕлхинчен вырăсла куçарсассăн „рукав“ пулать. Кунта „рукав“ вырăс сăмахĕ чăвашла вара юхан шыв юппине пĕлтерет. Чăнах та Оженар Илюксарăн юппи пулнă. Çапла вара Оженар сăмахĕ шыв юппине пĕлтерет.
Çĕнĕ Чăлкас сельски поселенин сайчĕ çинче тата «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекере И.С. Дубанов хăйĕн сооавторĕпе Ю.Н. Исаевпа Чарпуç çумĕн-чи Вĕскер е Ворскер юхан шыва аса илнĕ. Тĕрĕс Варскер, Пузмерка, Пăштанарка тата ытти çумри çырмасем Илюксар юпписем пулнă. Имелевăпа ?Кивĕ Чарпуç/ Ямаш ?Чарпуç/ ялĕсем Иван Грозный патша вăхăтĕн-чен примернă 1555 çултан пуçласа 1780 çулччен Шупашкар уесĕнче Кувшински вулăсĕнче шутланса тăнă. Вĕсен выççелккисем Мамалаевăпа ?Чарпуç/ Анаткас ?Чарпуç/ пулаççĕ. Мамалаво халĕ Анаткас ял шутĕнче вырăсла улица 50 лет Октября ятпа сыхланса юлнă.
Ушанар, Малти Тукай тата Чăлкас ялĕсен историйĕсем кĕскен çапла пулса тухрĕç.
Александр СТЕКЛОВ
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *